Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсӗмсем (тĕпĕ: ӳсӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Радиовещанипе телевиденири партин подручнӑйӗсем хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ: хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӑн, вӑйлӑ рупӑрӑн, «хутсӑр тата инҫете ҫитекен хаҫатӑн» тата сенкер экранӑн пысӑк майӗсемпе усӑ курса, пӗтӗм пултарулӑхпа ӗҫ ҫыннисене коммунизм строительствинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантармалла, хальхи вӑхӑтри геройсен ӗҫӗпе пурнӑҫне уҫӑмлӑн та витӗмлӗн кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва коммунизм патне ҫывхартма пулӑшса пымалла, халӑх ырлӑхӗшӗн парти хушнӑ тата чӗре сӗннӗ пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

КПСС Центральнӑй Комитечӗн черетлӗ Пленумне тата СССР Верховнӑй Совечӗн суйлавне хатӗрленнӗ май, радио ӗҫ ҫыннисен кулленхи ҫитӗнӗвӗсене палӑртса, икӗ суйлав хушшинчи ӳсӗмсем, халӑхӑн, коммунистсемпе партире тӑманнисен никам ҫӗнтерейми блокӗн кандидачӗсем ҫинчен очерксемпе ытти передачасем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

— Пӗр ӳсӗмсем вӗт эпир, пӗрле выляса ӳснӗ, — Сӑпани черккене эрех тултарса Ҫимун умне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламланӑ май эпӗ ӑна ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, пултарулӑх ӗҫӗнче ӳсӗмсем сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Эпир вӗсемпе мухтанатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, ӗҫ-хӗлте ӳсӗмсем сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Ӗҫре ӳсӗмсем тӑвасси коллективпа килӗштерсе ӗҫленинчен килет тесе ҫирӗплетсех калать вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Николай Никандрович искусствӑсен шкулӗнче тӑрӑшакан Н.В.Абдюшева, О.А.Буслаева, Т.Е.Иванова педагогсене творчествӑлла ӗҫре ӳсӗмсем тунӑшӑн муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотисемпе наградӑларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв каҫӗ пурне те савӑнӑҫ парнелерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Тарӑн пӗлӳ илме ӑнтӑлни, пуринпе те кӑсӑкланни тата пурне те пӗлме тӑрӑшни сире паллӑ ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсем тата ҫӗнтерӳсем тума пулӑшса пырасса шанса тӑ-ратӑп.

Уверен, ваше стремление к знаниям, здоровое любопытство и любознательность станут проводником на пути к вашим успехам, достижениям и победам.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/01/gla ... et-s-dnem-

Буржуаллӑ идеологсем социализм вӑхӑтӗнче ӑс-тӑн пурнӑҫӗ, Совет Союзӗнчи халӑхсен культури чакса пырать тата унӑн нациллӗ уйрӑмлӑхӗсем пӗтеҫҫӗ тесе элек сарнине чӑваш литературипе искусствин аталанӑвӗнчи ӳсӗмсем те тӳрреммӗнех сирсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Партипе государствӑ яланах тӑрӑшнипе тата вырӑс халӑх культурин пархатарлӑ витӗмне пула чӑваш халӑхӗн искусстви юлашки ҫулсенче чӑннипех те пысак ӳсӗмсем турӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫавнашкалах, чӑваш литературипе искусстви те юлашки ҫулсенче пысӑк ӳсӗмсем турӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Медицинӑ ыйтӑвӗсене ӑнӑҫлӑ татса пама, ял хуҫалӑхне малалла ҫӗклеме кирлине кура, биологи наукисен пӗтӗм комплексне аталантарас енӗпе пысӑк ӳсӗмсем тумалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Лайӑх ӗҫлесен, палӑртнӑ тӗллевсем патне ҫитсен, канма та аван, хытӑ ӗҫлесе ывӑнсан, кӑштах каннӑ хыҫҫӑн тата та пысӑк ӳсӗмсем патне ӑнтӑлма та кӑмӑл-туйӑм лайӑхланать», – тесе ҫапларах каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче ентешсене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Ҫакӑ пире ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма тата ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартма, промышленноҫпа ял хуҫалӑхӗнче, наукӑпа культурӑра тата спортра ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантарать.

Это вдохновляет нас на трудовые достижения и ратный подвиг, на покорение новых вершин в промышленности, сельском хозяйстве, науке, культуре и спорте.

Олег Николаев Раҫҫей кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/12/gla ... ev-pozdrav

Эппин, чаплӑ ӳсӗмсем кӳччӗр сана, Анатолий Семенович, умӑнти ӗҫсем».

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркеленӗ чухне кулленхи ӳсӗмсем пӗчӗкленчӗҫ-тӗк, шанатӑп, хӑюллӑн кӗтетӗп: ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсем паян мар пулсан, ыран, ыран мар пулсан, тепӗр кунхине паянхинчен нумай пысӑкрах ӳсӗмсем кӳме тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Уншӑн пулсан, Турунов бригади паян кун ӳсӗмсем кӳни хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑн, Турунов мӗнле меслетсемпе усӑ курса ӳсӗмсем тунине, вӑл мӗнле маяк иккенне часах сисме тытӑнтӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов ертсе пынипе комплекслӑ бригада ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тӑвать — акӑ вӑл чи кирли.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑшӗнче тем шутласан та, пире вӑл ӗҫ вӗҫленнӗ ятпа саламларӗ, ҫӗнӗ ӳсӗмсем сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех