Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ху та ӗҫ, — шыв ӗҫнӗ пек, стакана тӳрех ӳпӗнтерчӗ Ҫӗпритун, ӗлӗк те ҫаплах ӗҫетчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тав сана, хӑта! — ҫапла каласа Хумкка черккене ӳпӗнтерчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Пӗлетпӗр ӗнтӗ, пӗлетпӗр Хӗлимун пиччене, — тӑварланӑ хӑяра ҫӑвар тулли чӑмласа, черкке хыҫҫӑн черкке ӳпӗнтерчӗ хӑни.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл черккене тӗппипех ӳпӗнтерчӗ.
XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унтан вӑл стена ҫумӗнчи вӑрӑм сак пуҫне ҫӳпҫе ҫумнерех туртса шутарчӗ, ун ҫине лампа лартрӗ, хулпуҫҫийӗпе тӗртсе, ҫӳпҫе ҫинчи тимӗр-тӑмӑр арчине кӑштах каялла ӳпӗнтерчӗ те сылтӑм аллипе харӑсах тӑватӑ ҫыру туртса кӑларчӗ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Нумай шухӑшласа тӑмарӗ — тулли витрене кладовщик ҫине шӑпӑр-р! ӳпӗнтерчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Ҫапла каласа, Арҫен, пуҫа сиплеме ку та кайӗ-и, тенӗ пек, стакана ша! ӳпӗнтерчӗ, хыҫҫӑнах шанк! хытса, куҫне ҫӳреме чарӑннӑ ал сехечӗ пек ҫавракалатса ячӗ те хулпуҫҫийӗсене вӑнк! сиктерсе илчӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Старик ҫине вӑл йӗрӗнчӗклӗн пӑхса илчӗ, унтан, ӑна чавсипе хыттӑн тӗртрӗ те, мамалыга хуранне пӗрре ҫӗклесех тӗлкӗшсе ҫунакан вут ҫинелле ӳпӗнтерчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Лавр Кузьмич шывланнӑ куҫӗсене чышкипе шӑлса илчӗ те тепӗр черкке ӳпӗнтерчӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл эрехе куҫ хупмасӑр ӳпӗнтерчӗ, ах! — тесе пуҫне сулларӗ те ҫыртма пикенчӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
— Ҫуттисӗр нимӗн тума та ҫук, — текелесе, вӑл ҫине-ҫинех ӳпӗнтерчӗ, часах ӳсӗрӗлсе кайрӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Ик-виҫӗ черккине ӳпӗнтерчӗ те вӑл, ҫырткаламаллисем илсе, хӑй вырӑнне тухса тӑчӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула эрех йӳҫҫине туймасӑрах черккене ӳпӗнтерчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сывлӑшне ҫавӑрсан, тепӗр курка тултарса ӳпӗнтерчӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мунча умӗнче ларакан тулли витрене ҫӗклесе пуҫ тӳпине ӳпӗнтерчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Сана эпӗ ахаль те ҫырса панӑ, — ланкӑртаттарсах стакана ӳпӗнтерчӗ бригадир.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Каяс умӗн вӑл юлашки эрехе ӳпӗнтерчӗ, анчах Анна татах илсе тухса лартрӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Борис та стаканӗнчи эрехне ӳпӗнтерчӗ, чыхӑнса кайрӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
— Сурнӑ эпир, — черккине ӳпӗнтерчӗ Ҫтаппан.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Ҫил Янтула каялла тӗксе ячӗ, малалла ӳпӗнтерчӗ.Не удержавшись под очередным напором ветра, Яндул ткнулся в сугроб.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.