Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫаплах мана тӗсесе сӑнарӗ: аллӑмри мӑлатук, сӗрмелли ҫупа вараланнӑ хуп-хура пӳрнесем, уйрӑмах эпӗ ӳпӗнсе ӳксех чакалакан темле ӑнланмалла мар япала, ниме юрӑхсӑрскер…
VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ав, эсӗ те унччен мана пӗрре ӗненсе, тепре ман пирки иккӗленсе пурӑннӑскер, паян кӗтмен-туман сасӑ (санпа пӗр чӗлхе тупайман шоферӑн «ҫӗрӗк» шӑхӑрнӑ сасси) сӑсӑл вӗҫтернипе, сехрӳне хӑпартнине пула ҫеҫ пӗрремӗш хут хӑв ҫылӑхусемшӗн манран чӗркуҫҫи ҫине ӳксех каҫару ыйтрӑн, кӗлӗ турӑн, хӑв тунӑ ытти йӑнӑшсемшӗн те татӑлсах ӳкӗнтӗн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тен, халӗ хулари вӑрттӑн ӗҫлекен комсомола ертсе пыракан паттӑр Ваня юлташа ураран ӳксех шыранӑ пек, полици хӑҫан та пулин вӗсене те тимлесех шырама пуҫлӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кунӗпе ывӑннӑскерӗн хамӑн та кайса ӳксех ҫывӑрас килчӗ.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Эпӗ ӗнтӗ чӗркуҫҫи ҫине ӳксех пуҫҫапатӑп, ҫылӑхлисене каҫарса ҫылӑхсӑррине мӗншӗн тамӑка ярас, тетӗп.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Колхоз ял-ялӗсенчен ӳксех юлман.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Сехри хӑпса тухнӑ патша йӗркин сыхлавҫисем, стражниксемпе Мошков уретникрен пуҫласа Огуречников стӑнавая, исправнике, жандармери тытӑмӗн полковникне, кӗпӗрнатӑра ҫити, хыпӑнса ӳксех, «пӑлхавҫӑсене» лӑплантарма пикенеҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
— Санран ӳксех юлмарӑм пулмалла.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Эп ҫырасса та унран хитре ҫырап, ӑс-хакӑлпа та унран ӳксех юлмастӑп пуль, пурӗ пӗр эпӗ вырӑнсӑр, вӑлах, ҫамрӑкскер, ӑшӑ вырӑнта тет.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Вӑл хӗрсенчен ӳксех юлас ҫук.
XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ун ҫинчен килте йытӑ пӑтратман, ял ҫинче яшка пӗҫернӗ, тесе калаймӑн, вӑл ӗҫре те маттур, чӗлхерен те ӳксех юлас ҫук.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эпир ҫынтан ӳксех юлмӑпӑр.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫавӑнпа вӑл урайне ӳксех ҫывӑрса кайнӑ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Халран ӳксех ҫын патӗнче ӗҫлеҫҫӗ хӑйсем: каҫхине вӗриленнипе имшӗнеҫҫӗ, ҫӗрле ӳслӗк аптӑратать, ирпе лачкам сивӗ тар ҫӳҫентерет.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Летика курӑнмасть; вӑл хӗрӳленсех кайрӗ; вӑл картла вылянӑ чухне хӗрсе ҫитнӗ вӑйӑҫӑнни пек хавхаланупа тара ӳксех пулӑ тытать.Летики не было; он увлекся; он, вспотев, удил с увлечением азартного игрока.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах, хӑй кулкаланӑ пулсан та, Фоман кӑкӑрӗ ҫине унӑн шултра ӑшӑ куҫҫулӗсем ӳксех тӑнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нимӗҫсемпе полицейскисем хыпӑнса ӳксех тарма хатӗрленчӗҫ.
Палачсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Хыпӑнса ӳксех тӑрӑшса ӗҫлекен Василий ҫине-ҫинех пӳлӗме чупса кӗрет, пӗрре ӑна, тепре кӑна йӑтса тухать, пире куҫ хӗсет те ҫула иртерех тапранма тӗрлӗ майпа Марья Ивановнӑна ӳкӗтлет.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эттай!.. — хыпӑнса ӳксех кӑшкӑрма тытӑнчӗ Чочой.
Чочой пулӑшрӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.