Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкнӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан, алӑка шалт хупса, Иван тухса кайрӗ, ун хыҫҫӑн Ҫимун та хӑпӑл-хапӑл тумланкаларӗ те вырӑн ҫине кайса ӳкнӗ Сантӑркка патне пычӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мачча ҫине ун ҫатман ҫаврашка мӗлки ӳкнӗ, хутран-ситрен вӑл тайкаланать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ку кедр мӑйӑрӗсем ӑҫтан килсе ӳкнӗ вара кунта?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухмасан, хӑраса ӳкнӗ, тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӳннӗ чӗлӗмӗ те хӑй ҫумне ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑпӑрр! туса ҫӗрелле шуса анаҫҫӗ пӳрт тӑррине ҫилпе хуҫӑла-хуҫӑла ӳкнӗ йӑмра тураттисем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрле ӳкнӗ сӑнӳкерчӗкӗ те пур ман.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун ҫине турӑш кӗтессинче ҫунакан ҫурта ҫути ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пыл чӗресне пуҫлатчӗ, тет те, унта шӑши тавраш кӗрсе ӳкнӗ пулсан, шӑшие, пыл ӑшне путнӑскере, аяккалла ывӑтса яриччен малтан, хӳринчен туртса кӑларса, ҫӑварне хыпатчӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Камсем хӑраса ӳкнӗ?..

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пирӗн паттӑр Хӗрлӗ Ҫар хаяр тӑшманпа кӗрешсе юн тӑкать, а эсир, кунти воспитательсем, халех хӑраса ӳкнӗ

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шурӑмпуҫ ҫути урайне тин ҫеҫ ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр ҫине пуҫламӑш хут мамӑк пек ҫемҫе юр ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошков чӗри тискер кайӑк мулкач йӗрӗ ҫине ӳкнӗ пекех тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлтӗр ҫеҫ вӗт-ха Михха мунчинчен сиксе ӳкнӗ вут-кӑварпа икӗ ҫемье ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел ҫинчен сирпӗнсе ҫӗре ӳкнӗ кӗмӗл укҫасем пӗр самант чӑнкӑртатса илчӗҫ те, пӳрт ӑшчикки каллех щӑплӑха путрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна ӳкнӗ пек мар, ун ҫине мачча персе аннӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним тума аптранипе Михха кӑпӑка ӳкнӗ урхамахне тӑп чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алена ҫакна курса хӑраса ӳкнӗ, пахчана вӑр-вар чупса тухса аттене каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Кашни ҫур сехетрен пӑта мӗлки ӳкнӗ вырӑна ҫӗҫӗпе карт туса сехетӗн циферблатне тума мана шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех