Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкет (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалти пӳлӗме таҫтан, ҫӳлтен чавса тунӑ шӑтӑкран, хӗвел ҫути ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӗрлӗ пӗлӗт ҫути кӳлӗ пичӗ ҫине ӳкет те, шыв кӗрен тӗслӗн ялтраса курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр пулли, йӑпӑлккаскер, шӑвӑнса тухса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Председателӗ, шеремет, шӑпӑр-шӑпӑр тара ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

— Кахал ҫине малтан ӳкет, теҫҫӗ, — кулса илчӗ Верук-Вероника.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Ман ҫине юман ҫулҫи хушшинчен хӗвелӗн ҫинҫе кӑна вылянчӑк пайӑрки ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Мӗне кирлӗ халӗ мана асар-писер ҫил-тӑвӑла хирӗҫ сурни, енчен те сурчӑкӗ хам ҫинех лӑч! ҫаврӑнса ӳкет пулсан?

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Куҫа тӗтӗм те вут-ҫулӑм хупласа хунипе кӗҫех ачасем пӗрне-пӗри ҫухатса яраҫҫӗ, Андрейки, тӗтӗмпе чыхлана-чыхлана, лӑштӑр-лӑштӑр ишӗлсе аннӑ ҫунакан сарай кашти-таканӗ айӗнчен юлашки вӑйне пухса, вутпа пиҫӗне-пиҫӗне, ҫӑлӑнкаласа тухать, тӑнне ҫухатса, килхушши варринчех йӑванса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Унтан питне-куҫне тилмӗрсе йӑлӑннӑ пек йӳҫӗхтерсе, сӑмахӗпе васкавар ман умра чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Такӑнса ӳкет, анчах куҫ хупса иличчен тенӗ пек ури ҫине тӑрать те малалла талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӳрмен ҫӑкӑр ҫӑвартан тухса ӳкет, пӳрнӗ ҫӑкӑр шӑл хӑйӑрса кӗрет, теҫҫӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫамрӑк вӑй-хал темерӗн, виҫеллӗ сарлакан илсе, ҫависене сулмаклӑн, ыткӑнтарса сула-сула яраҫҫӗ те парка ҫӗкленнӗ, ашкӑрса ӳсекен симӗс курӑк, ҫулӑнса, ӗретӗн-ӗретӗн ҫаврӑнса ӳкет, купаланса, карталанса юлать, таврана пехетлӗ те сиплӗ шӑршӑ сарать, ҫамрӑксен чун-чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ сӗтекне сӑрхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Манӑн вара ӑҫта пулсан та шухӑшӑм сан ҫине ҫеҫ ӳкет, сана ача чухнехи пекех кашни кун, кашни сехетре, кашни минутра курас килет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пырсан-пырсан ури е пӗр-пӗр тӗмескерен, е кӑкран, е йывӑҫ тымарринчен ҫакланнине пула кӑптӑркаптӑр тирӗнет те ӳкет, ҫавна пула, чунӗ темле васкатсан та, унӑн малалла асӑрхансарах, аллисене-«буферсене» чанк кӑнтарса е вӗсемпе хатарсене сирсе, «асӑрхану ҫырӑвӗ ҫыркаласа», «мозаикӑлла эрешсем эрешлекелесе» утма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӳлӗ ҫыранне шур тӗтре витет, Кӗмӗл сывлӑм ҫӗр ҫине ӳкет, Тухӑҫ хӗрелет, уҫӑ ҫил вӗрет, Ытарми савни сӑмах кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Савнӑ туспала // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 86 с.

Василий Кручинкин та киле ҫитсенех тылри пурнӑҫӑн вӗри ытамне кӗрсе ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Айӑп пӗтӗм ячейка ҫине, ҫав вӑхӑтрах унӑн кашни членӗ ҫине ӳкет.

Вина лежит на всей ячейке в целом и на каждом ее члене в отдельности.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн укҫи ҫӗре анса ӳкет, кусса каять, вара…

Монета его падает, катится и вот…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йывӑр мӑлатук ӳкет хӑватлӑн, Пӗтӗм хурлӑха ҫапса ватас пек…

Тяжкий молот падает с размаху, Кажется, что пол сейчас провалит…

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лачкам шыва ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех