Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑваркуҫ хӑвӑрт чупса пырса ӳкекене тытрӗ.
Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Тӗрӗссипе, ӳкекене вӑл кирлӗ самантӑн юлашки ҫиппинчен ярса тытма ӗлкӗрчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Ҫапӑҫу умӗн сехӗрленсе ӳкекене — куҫа-куҫӑн пӑхса лӑплантарать; ухмаха хӑй вырӑнне лартать, — ҫитменнине тата лешӗ ҫакӑншӑн ҫилленмест те, кӳренмест те.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Турӑ кӗнекинче: «Ӳкекене тӗртсе ан яр», тенӗ, эсӗ мӗн хӑтланатӑн-ха?В Святом писании сказано: «Падающего не пихай», — а ты как поступаешь?
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Ҫынна такӑнтарма нумай ӑс кирлӗ мар, ӳкекене алӑ паракан сахал», — тетчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Курск пӗккинчи ҫапӑҫусенче пулнӑ танкист, ҫапӑҫура аманнӑ хыҫҫӑн фашистсен тыткӑнне лексе концлагерь витӗр тухнӑ Семен Яковлевич.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
- 1