Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫма кансӗр унпа тата кӑмӑлӗ те ҫук пулас хӑйӗн Дубов ӗҫӗ пирки калаҫма.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Комсомол ӗҫӗ валли Дубов аран-аран вӑхӑт тупать.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман ӗҫӗ ҫамрӑк шӑмшака та самаях лутӑркать.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та хӑш-пӗр ялта хурахсене пулӑшакансем пулнӑ, ҫавсем ӗнтӗ пуҫкасансене хӳтӗлӗх кӳнӗ, милици ӗҫӗ ҫинчен вӑрттӑн пӗлтерсе-систерсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрарӑм ӗҫӗ мар вӑл вӑрман касасси.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫӗ пурнӑҫланнӑ пек-тӗк, манма та юрать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫуратасси, ҫуратмасси — кашни хӗрарӑмӑн харпӑрхӑй ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӗрарӑм — юратӑва илсе пыраканни. Ку унӑн хисеплӗ ӗҫӗ, унӑн чи телейлӗ тивӗҫӗ. Хӗрарӑм Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа тӑсаканӗ», — ҫак сӑмахсене вӑл вӑрҫӑчченхи, чи пылак пӗрлехи кунсемпе каҫсенче пӗрре ҫеҫ мар каланӑ упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иккӗшӗ те ку вӑрҫа каймалли повестка пулнине ӑнланчӗҫ, ку Кабаргасӑн ӗҫӗ пулнине те сисрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗҫӗ ҫакӑнта, Ваҫилен ашшӗ, Хӗветӗр Земляков, ҫирӗм тӑххӑрмӗш ҫулта пӗр «ҫаврашка» ӗҫе пула лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Калама ҫӑмӑл, анчах унӑн ӗҫӗ питех те яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Хастар ҫемьесем пӗрле ӗҫлеме ҫеҫ мар, канма, спорт вӑййисене хутшӑнма, алӑ ӗҫӗ тума та юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Унӑн ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ун черетлӗ ӗҫӗ — чаплӑ тум тӑхӑнас та савӑнма каяс.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Ара, чӗрӗ шыв ӗҫӗ вӗт ку»! — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӗр ӗҫӗ йывӑр, вӑл — паттӑрлӑх.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кашнин килте хӑйӗн ӗҫӗ пур, кунта пуҫ ватса тӑнипе вӑл малалла каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Туркмен кӗтӳҫӗн ӗҫӗ йывӑр та пит ответлӑ.

Тяжела и ответственна работа туркменского пастуха.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӗ типӗ ҫеҫенхирсенче ҫӗр ӗҫӗ сарӑлса тӗрекленсе пырать.

И вот в сухих степях создается и крепнет земледелие.

Совет влаҫӗ ҫеҫенхирте куҫса ҫӳрекенсен пурӑнӑҫне аванлатас тӗлӗшпе тата ҫеҫенхирте выльӑх ӗрчетес ӗҫе хӑпартас тӗлӗшпе мӗн туни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Днепрогэсӑн ӗҫӗ Донбаспа Кривой Рог завочӗсене, машинисене, шахтисене ӗҫлеттерсе тӑнипех пӗтмест.

Работа Днепрогэса не ограничится приведением в движение машин, шахт и заводов Донбасса и Криворожья.

Днепр ҫинчи электричество станцийӗ (Днепрогэс) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех