Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсем (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви чи пысӑк технологи компанийӗсемпе пӗрле журналистсемпе блогерсен «Цифрӑллӑ Чӑваш Ен» конкурсне ӗҫсем йышӑнма пуҫлани ҫинчен пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Цифрӑллӑ Чӑваш Ен конкурс // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%86%d0%b ... %80%d1%81/

Ку енӗпе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Михеев: «Тырӑ-пулӑ – пӳлмере, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ» // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b2%d0%b ... %b2%d1%8b/

Пур хуҫалӑхра та кӗрхи ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/09/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа пӗрле Тукай ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хӑпартас енӗпе ӗҫсем мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуб халӑха пӗрлештерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/13/ce%d0%bde-% ... b5%d1%80e/

— Кооператив территоринче М-12 автоҫул туни хирти ӗҫсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе нумай йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать, — тӳрех хӑйне канӑҫсӑрлантаракан ыйтуран пуҫларӗ калаҫӑва «Асаново» ЯХПК ертӳҫи А.Н.Бахтеров хуҫалӑхри ӗҫсем пирки ыйтсан.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗскерӗн нуши-тертне аванах астивсе пӑхма тивнӗ. ҫичӗ ачаран асли пулнӑ май, кил-ҫуртри йывӑртарах ӗҫсем те ун ҫине тиеннӗ, кӗҫӗнреххисене те пӑхма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Пурнӑҫри тӗркӗшӳсемпе васкаварлӑ ӗҫсем мӗне тӑнине старик лайӑх ӑнланса илнӗ пулмалла: хусканӑвӗсем унӑн лӑпкӑ, танлӑ…

Движения его неторопливы, плавны, — видимо, за свою долгую жизнь он убедился в бессмысленности житейской суеты.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫут тӗнчере тинӗс тӗпӗнчи хӑйӑр пӗрчи пек ҫеҫ туйӑнакан пӗчӗкҫӗ чӑваш ялӗ ыранхи аслӑ ӗҫсем валли вӑй пухать.

Маленькая, словно песчинка на дне океана, чувашская деревенька готовится к большим грядущим событиям…

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сисет Каҫҫан пичче ӗҫсем чӗрре кӗме тытӑннине.

Чует Касьян, что дело заходит далеко.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кайран тӗл пулнисем, кайран калаҫнисем, вӑл таврӑннӑранпа ялта пулса иртнӗ ӗҫсем пӗр аса илнипе кӑна кӑмӑла пӑсаҫҫӗ.

Все, что было потом — встречи, разговоры, — почему-то сразу портит настроение.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫав вӑхӑтрах пурнӑҫри ӗҫсем тахҫан авал, темиҫе ӗмӗр каялла пулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

И в то же время кажется, что жил он очень долго, и все, что было с ним, было давно-давно, несколько веков назад.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫын вӗлереҫҫӗ, тӗрлӗ усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ.

Человека убивают, разное зло творят.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Приххутри ӗҫсем кӑна — нимех те марччӗ-ха, ӑна пачӑшкӑ хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, килтине ниҫтан туса пӗтерме ҫук.

Приходских дел, конечно, не столь уж много, но вот домашних…

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурин те хӑйне уйрӑм пурнӑҫ тӗллевӗ, хӑйне уйрӑм вак-тӗвек ӗҫсем, ӗмӗтсем.

У каждого свой интерес, свои заботы и надежды.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Господин Пушкин, Раҫҫей империйӗнче тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ.

— Господин Пушкин, вы, конечно, в курсе тех грандиозных событий, что происходят в Российской империи?

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑшӑрханмалли ӗҫсем пур-тӑр?

Есть ли повод для беспокойства?

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫсем нумай пулнӑ.

Да, дел было много.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Таната» романри ӗҫсем Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пысӑк пӑлхав умӗн Шупашкарпа тури чӑваш ялӗсенче пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Таната // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йывӑр ӗҫсем хыҫӗнчен Ыйхӑ темрен те паха: Силпи ялӗн ҫыннисем Кайрӗҫ тутлӑ ыйӑха.

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Усал ӗҫсем тусан ҫын кулӗ Тесе нихҫан та шутламан.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех