Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнтрӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ӗнтрӗк (тĕпĕ: ӗнтрӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Молӑн пӗкӗлле хунарӗ унӑн уҫӑмлӑ ӗренкисене ӗнтрӗк чиккинче тытать, ӗнтрӗкрен малалла вара пӑрахутсен хура корпусӗсемпе мӑрйисем курӑнаҫҫӗ.

Свет дугового фонаря мола ставил его отчетливые очертания на границе сумерек, в дали которых виднелись черные корпуса и трубы пароходов.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӑвӑрт тӗттӗмленсе пычӗ, чӳрече кантӑкӗсене ҫӑра кӑвак ӗнтрӗк хупӑрларӗ, ӗнтрӗк витӗр картишӗнче чӳречесем умӗнче ӳсекен лапсӑркка хурӑн турачӗсем касса кӑларнӑ тӗрӗсем пек курӑнчӗҫ.

Быстро смеркалось, стекла окон наливались густой синевой, сквозь нее проступали, как резные, ветви раскидистой березы, росшей во дворе под окнами.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Таврана каҫхи ӗнтрӗк карса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнтӗ каҫхи ӗнтрӗк вӑхӑчӗ ҫывхарса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнтрӗк сӑнӗ ҫапнӑ тӗксӗм урамра ӗнесем ӗнӗрлеҫҫӗ, сурӑхсем макӑраҫҫӗ — яла кӗтӳ хуса кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сардимировпа сывпуллашнӑ чух тавралӑха ӗнтрӗк сӑнӗ кӑна ҫапнӑччӗха, анчах икӗ ял хушшинчи вӑрман урлӑ виҫӗ ҫухрӑм утнӑ хушӑра нӳхрепри пекех тӗттӗмленме ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗнтрӗк иртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнтрӗк.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнтрӗк килсен вара яла кайма пуҫтарӑнчӗҫ, ура ҫине тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗҫех ӗнтрӗк пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Выляса-кулса, илӗхсе-иртӗхсе тӑвайкки те «катаччи» ярӑнса кӑмӑл тултарсан, таврана ҫутӑ сӑрӑ ӗнтрӗк ҫапсан, туй-ҫуй шавӗ те самаях сӗвӗрӗлсен, пичӗсене нар тивнӗ ачасенчен нумайӑшӗ ытлашши арӑш-пирӗшленмесӗр, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмсисене нӑш-нӑш турткаласа, килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрманта чукун-тимӗр тӗслӗ ӗнтрӗк пачах ҫухалнӑ ӗнтӗ: йӗри-тавра — сӑмала хури ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак халӗ те, кӑнтӑр вӑхӑчӗ иртнӗренпе виҫ сехетелле яхӑн ҫеҫ ҫитрӗ пулин те, тавралӑха вӑрман ҫине «ҫутӑ кӑвак ҫивиттипе» йӑпӑштӑн хупласа йӑтӑнакан тип тӗтреллӗ каҫхи ӗнтрӗк сӗмӗ йӑввӑн-йӑввӑн, таччӑн-таччӑн ҫупӑрлани самаях палӑрать…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тавралӑха каҫхи ӗнтрӗк ҫапсан, ялтан вун ултӑ юланут тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫурхи вӑрман ҫине ӗнтрӗк анать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Халӗ, ӗнтрӗк апачӗ тӗлне, ҫуралнӑ ҫӗрелле ҫывхарса пырать.

Уже почти дошел до родных мест.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗвеланӑҫ шупкалнӑҫем шупкалса пычӗ те, ял хушшине кус умӗнчех каҫхи ӗнтрӗк хупласа илчӗ.

Солнце постепенно гасло, гасло — и вдруг разом наступили сумерки.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрмана каҫхи ӗнтрӗк хупӑрласа илнӗ.

Лес окутали густые вечерние сумерки.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнтрӗк.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӳремлӗх ҫийӗн ӗнтрӗк капланса сарӑлать.

Над равниной клубились сумерки.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех