Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсӑр (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Вӑл вара калать вӗсене: ӗнтӗ ӑсӑр та туй пуҫне леҫсе парӑр, тет.

8. И говорит им: теперь почерпните и несите к распорядителю пира.

Ин 2 // .

1. Эй тӑвансем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килесси ҫинчен, пурсӑмӑр та Ун патне пухӑнасси ҫинчен сире ҫапла калатпӑр: 2. Христос кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ тенине илтсессӗн, — пророкла калаҫакансенчен илтетӗр-и е кам та пулин ҫапла вӗрентет-и, е эпир ҫапла ҫырса янӑ теҫҫӗ-и, — эсир ӑсӑр-тӑнӑра ан ҫухатӑр, хӑраса ан ӳкӗр.

1. Молим вас, братия, о пришествии Господа нашего Иисуса Христа и нашем собрании к Нему, 2. не спешить колебаться умом и смущаться ни от духа, ни от слова, ни от послания, как бы нами посланного, будто уже наступает день Христов.

2 Фес 2 // .

13. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӑр пилӗкне ҫыхса сыхӑ тӑрса, Иисус Христос килсен хӑвӑра парас тивлете ҫирӗп шанса тӑрӑр.

13. Посему, [возлюбленные,] препоясав чресла ума вашего, бодрствуя, совершенно уповайте на подаваемую вам благодать в явлении Иисуса Христа.

1 Пет 1 // .

5. Ах, эсир шарламасӑр тӑрайсанччӗ! ҫакна сирӗн ӑсӑр вырӑнне хума пулатчӗ.

5. О, если бы вы только молчали! это было бы вменено вам в мудрость.

Иов 13 // .

5. Акӑ эпӗ сире, Ҫӳлхуҫа, хамӑн Туррӑм, хама хушнӑ пек, хӑвӑр аллӑра илме пырса кӗрекен ҫӗр ҫинче сирӗн мӗнле пурӑнмаллине кӑтартакан йӗркесемпе саккунсене вӗрентрӗм; 6. ҫапла ӗнтӗ вӗсене астуса тӑрса, пурӑнӑҫласа пырӑр: ытти халӑхсем умӗнчи сирӗн ӑсӑр, сирӗн тӑнӑр ҫакӑнта пулӗ; вӗсем вара, ҫак йӗркесем ҫинчен илтсессӗн: ҫак аслӑ халӑх ҫеҫ ӑслӑ халӑх, тӑнлӑ халӑх, тейӗҫ.

5. Вот, я научил вас постановлениям и законам, как повелел мне Господь, Бог мой, дабы вы так поступали в той земле, в которую вы вступаете, чтоб овладеть ею; 6. итак храните и исполняйте их, ибо в этом мудрость ваша и разум ваш пред глазами народов, которые, услышав о всех сих постановлениях, скажут: только этот великий народ есть народ мудрый и разумный.

Аст 4 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех