Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсти (тĕпĕ: ӑста) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ватӑ хурт ӑсти пуҫа усмасть, малашне те ку ӗҫе тӑсасси пирки сӑмах хушать.

Куҫарса пулӑш

Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep

Пушкӑрт Республикин Медицинӑпа СПА енӗпе ӗҫлекен уҫӑ Чемпионатӗнче пирӗн район чысне Пишпӳлек районӗнчи тӗп больницӑн пӗрремӗш категоринчи медицина сестри, нумай ҫул хушши ӗҫлекен Инна Федотова массаж ӑсти хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ln-3764751

Алӗҫ ӑсти пулнӑран, савалама, чутлама ҫавхатӗр маҫтӑрччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйӗн ялан ҫухалса тупӑнакан тусӗ-чӗлӗмӗ пирки те манса каймасть юмах ӑсти, ӑна табакне парсах тӑрать, пӳрт пӗрени тӗслӗ пулса кайнӑ пуҫ пӳрнипе ҫиелтен пусать: «Ме, ҫисе юл хам пур чухне ку табака», — тенӗнех туйӑнать вара.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сӑнанӑ тӑрӑх, «чӑваш ӑсти авалран пыракан тӗслӗхсенчен аякка пӑрӑнмасть: ҫипписем унӑн тӗксӗм, анчах тӗрри таса, кӑткӑс.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Йывӑр ҫухату хыҫҫӑн вӑл пӗр лайӑх алӗҫ ӑсти патӗнче мастер-класс туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Алӗҫ ӑсти каланӑ тӑрӑх, шӑпах кӗҫҫе йӑвалани ӑна ҫывӑх ҫыннине - упӑшкине ҫухатнин хуйхине ҫӗнтерме пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Тилли юррисенче философла шухӑшсем тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ, ҫапах та вӑл хӑйне философ тесе шутламан (вӑл, паллах, философ тесе кама каланине те пӗлмен); унӑн юррисенче тем чухлӗ илем, анчах вӑл хӑйне поэзи ӑсти вырӑнне шутламан.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл — сӑмах ӑсти — хӑйӗн сӑмахӗпе ҫынна, халӑха ӑҫталла та пулин чӗнет, вӗрентет, хӑй май ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Виктор Петров кулӑш ӑсти яланхи пекех залпа туслӑ тата ӑнӑҫлӑ ӗҫлерӗ, тӗрлӗ шӳт каласа куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Нина Васильевна ҫамрӑклах алӗҫ тума юратать, тӗрӗ ӑсти вӑл, юрӑ-ташӑра та маттур.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Ялти чылай ҫынсен чӳрече янахӗсене, рамӗсене вӑл туса панӑ, сӗтел-пукан ӑсти те ҫавах, ҫӑматӑ тӗплессине ӗҫ вырӑнне те хумасть.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Купӑс ӑсти!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуртӑ ӑсти ҫеҫ мар, атӑ-пушмак ҫӗлеме те пултарать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗнсе каймалла пултаруллӑ сцена ӑсти.

Куҫарса пулӑш

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Редакторӗ — Ольга Иванова, ӳнер ӑсти — Наталья Андреева.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Татьяна виҫӗ вырӑнлӑ пӳлӗмре математика вӗрентекен Васелисӑпа тата чӑваш чӗлхи ӑсти Валентинӑпа пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Мӑлатук ӑсти сӑмах чӗнмесӗр унпа килӗшет.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑха юлнӑ атӑҫӑ, вӑлах таврари паллӑ чӗн ӑсти, мӗн ачаранпах хӑлхасӑр пулин те, юрӑ кӗввине сӗре юратать.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атӑпушмак ӑсти урамрах тӑрать, ялтан килнӗ качча халь-халь чукмарпа ҫапса пӑрахма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех