Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсталӑха (тĕпĕ: ӑсталӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Культура ҫурчӗсенче ӑсталӑха туптама, пултарулӑха ӳстерме кирлӗ кӗвӗ хатӗрӗсем ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

«Хамӑра яланах шанмалла, яваплӑха туймалла, ырӑ енчен кӑтартма пӗлмелле, ӑсталӑха пур енлӗн ҫирӗплетсе памалла», – тесе каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Тарӑн пӗлӳ илме, ӑсталӑха аталантарма производствӑпа вӗренӳ центрӗсем уҫӗҫ.

Куҫарса пулӑш

"Профессионалитет" проект пурнӑҫланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Ofuwegdwpks

Пӗтӗмпе кӑҫал Донецк Халӑх Республикинчи 150 ача Чӑваш Енре ӑсталӑха туптамалла.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх хатӗрленӳ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=WZXTszjIfb8

14-17 ҫулти 44 спортсменпа 4 тренер Шупашкарти спорт шкулӗсенче ӑсталӑха туптарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх хатӗрленӳ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=WZXTszjIfb8

Спортри ӑсталӑха аталантарса пыма ҫителӗклӗ условисем пур вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Палӑртнӑ территоринче волейболла, баскетболла спортри ӑсталӑха ӳстерме условисем хатӗрлесе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Ачасем кунта чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне тишкереҫҫӗ, хӑйсем те ҫак ӑсталӑха алла илме тӑрӑшма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Телейлӗ ачалӑх кунчӑкӗ» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61150

Унта паракан пӗлӳпе ӑсталӑха илме вара Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсенчи каччӑсем хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пулас салтаксен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60725

Ҫав ӑсталӑха хӗрарӑм Натальӑна, хӑйӗн ывӑлӗн Алексейӑн арӑмне, вӗрентнӗ.

Этому мастерству женщина научила также и Наталью, жену своего сына Алексея.

Мефодьевсем пир тӗртеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34889.html

Урамри лаптӑкра вара ҫӑлав ӗҫӗ енӗпе ӑсталӑха кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769

Литература тӗпчевҫи те мар эпӗ, ку ӑсталӑха ӑса хывман, унашкал ятарлӑ пӗлӳ ҫук манӑн.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ку ӑсталӑха алла илме ӑна Тимофей-хусах пулӑшасса хӗр-полковник чунтан-чӗререн шанать.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хресчен ҫарӗсене чӑн-чӑн ӑсталӑха вӗрентес тесен пире никам кансӗрлемен вырӑн кирлӗ, — терӗ чылайччен чӗнмесӗр ларнӑ генерал-поручик Творогов.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Чӑваш юмахӗсем» йывӑҫран касас ӑсталӑха палӑртакан ӑмӑрту, «Виҫӗ хӗвел» этно-фолк фестивалӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Сирӗн ӗҫӗре пурнӑҫлама ҫӳллӗ шайри кӑмӑл-сипет тата иксӗлми вӑй-хал, ҫирӗп чун хавалӗпе чӑтӑмлӑх кирлӗ, унпа пӗрлех пӗлӗве тата ӑсталӑха тӑтӑшах ӳстерсе тӑмалла.

Ваша работа требует высокой моральной и физической подготовки, силы духа и стойкости, а также постоянного совершенствования навыков и знаний.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/27/gla ... aet-s-dnem

Ӑсталӑха 5 ҫул Вӑрнарти ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче туптать.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Чӑнах та, ҫутҫанталӑк нимпе хаклайми парне панӑ Галинӑна - пурнӑҫ илемне ӳкерчӗксене хывас ӑсталӑха.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Тӗслӗхрен, Шупашкарти Олимп резервӗсен ятарлӑ 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптакан 16-ри Роман Марквальд Раҫҫей ҫамрӑкӗсен чемпионатӗнче /ӑмӑрту февраль пуҫламӑшӗнче Мускав облаҫӗнче иртнӗ/ «ски-кросс» дисциплинӑпа ҫӗнтерсе чи пысӑк наградӑна тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Сӑрт-ту ҫинчен йӗлтӗрпе ярӑнса аннӑ май сикме-ҫаврӑнма хӑраман ҫамрӑксем «ски-кросс», «слоуп-стайл» дисциплинӑсене уйрӑмах килӗштереҫҫӗ, сӑрт-ту йӗлтӗрҫисен Шупашкарти «Вертикаль» центрӗнче ӑсталӑха туптаса тӗрлӗ ӑмӑртура палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех