Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аян алли, хӑй ӑнланмасӑрах, ҫӗҫҫи ҫакӑнса тӑракан пиҫиххи патнелле туртӑнчӗ, вӑл хытах чӗтрет, вӑл юнав-хӑратупа тилӗрӗвӗн пуҫа ҫавӑракан кӗвӗ юхӑмне путнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Зверево станцине нимӗҫсем йышӑннӑ, юлташ командир, — тесе хурать Иван Гора, ку сӑмаха мӗншӗн тупса каланине хӑй те лайӑх ӑнланмасӑрах.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ ҫав тери хӑраса кайрӑм; хам мӗн тунине ӑнланмасӑрах анне ҫӗленӗ хӗрлӗ ялава ҫавӑрса тытрӑм, хампа юнашар пулнӑ ялава аври ҫумӗнчен ҫурса илтӗм те темле будкӑна сикрӗм.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Тап-таса, ҫутӑ куҫлӑ барышньӑсен хаваслӑ ушкӑнӗ корзинкӑна хупӑрласа илсе, пичӗ-куҫӗсене кулӑшла вылянтарса, пӗчӗк шупка-кӗрен аллисемпе булкӑсен купине арпаштарнӑ чух, эпӗ хама хӑм темле ӑнланмалла мар туяттӑм, — вӗсем ҫине пӑхаттӑм та — мана намӑссӑр запискӑсене, тен вӗсен намӑсла шухӑшӗсене ӑнланмасӑрах, хӑшӗсем ҫырса панине пӗлме тӑрӑшаттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Лешӗ вара, хӑйӗн айӑпне ӑнланмасӑрах, каялла кӗчӗ.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ку мӗне пӗлтернине ӑнланмасӑрах, Валька ҫатан ҫине лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ, шалалла сывлӑш туртса илчӗ, аялти тути хӗррине ҫӑварне чикрӗ, унтан вара, ҫӳлти шӑлӗсене пӗтӗмпех кӑтартса, кӑвакал пек нартлатса ячӗ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Бандитсен пуҫлӑхӗ, — Сяо Сян хӑйне мӗншӗн ҫакӑн пек ыйту панине ӑнланмасӑрах, ответ пачӗ Го Цюань-хай.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Темиҫе кӗнеке вуланипех, вӗсене тӗплӗн ӑнланмасӑрах хӑйне интеллигент шутлакан ҫынран айванни урӑх ним те пулас ҫук, тесе кӑшт ҫеҫ хӑртса тӑкмарӗ вӑл ӑна.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нимӗҫсем ҫывӑхах ҫитнипе Бояна темӗнле ҫӳҫеннӗ пек пулчӗ, вара вӑл пӗр ӑнланмасӑрах Уча аллине шырама тытӑнчӗ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑрах вӑл хӑй мӗн курнине каласа парать.
Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Кӑна вӑл пӗр иккӗленсе тӑмасӑр йышӑнма тивӗҫ догма вырӑнне хунӑ, турра ӗненекенсем те ҫапла тӑваҫҫӗ вӗт-ха, хӑйсем мӗншӗн ӗненме кирлине ӑнланмасӑрах ӗненеҫҫӗ, Крэнкбиль те ҫавсем пекех пулнӑ, уншӑн пулсан, ку темӗскерле, ӑнланмалла мар япала, ҫав тери хаваслантарса яракан, ҫав хушӑрах хӑратса пӑрахакан япала пек туйӑннӑ.
V // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Козельцов нимӗн ӑнланмасӑрах доктор ӗҫленине сӑнаса выртрӗ.Козельцов бессознательно следил глазами за тем, что делалось перед ним.
25 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӳртре мӗн тунине ӑнланмасӑрах, вӑл тин ҫеҫ ҫуса тасатнӑ вырӑна малалла иртсе кайрӗ.Не разобравшись, что происходит, он прошлепал прямо на чисто вымытую половину,
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ӑнланмасӑрах пӑхмасӑр калама вӗренекен ҫынсем пулӑшнипе пурнакан ҫынсене юратмастӑп эпӗ.
Химипе «отлично» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шура яланах математика урокӗсем ҫинчен, Николай Васильевич шухӑшлама, шырама хӑнӑхтарса пыни ҫинчен, вӑл, шухӑшламасӑр е правилӑсене ӑнланмасӑрах, пӑхмасӑр калама вӗренсе пынӑ ачасене вӑтантарса хӗретни ҫинчен каласа паратчӗ.
Вера Сергеевна // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хӑй ӑнланмасӑрах, вӑл алла мӗн лекнӗ — ҫавӑнтан тытрӗ, тапкаланчӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна кӳршӗри подвала аран ҫӗклесе ҫитерчӗҫ.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Секретарь кам ҫине тарӑхнине тавҫӑрса илес тесе, Воропаев Корытовӑн ҫиленчӗк пичӗ ҫине пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те ӑнланмасӑрах ура ҫине тӑчӗ те сывпуллашма тытӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл, тен, хӑй ывӑлӗ пирки хӑйӗн туйӑмне ӑнланмасӑрах мӑнкӑмӑлланчӗ пулӗ, анчах амӑшӗ ку туйӑма тӳссе курнӑ, ҫавӑнпа та вӑл унӑн сӑмахне хирӗҫ ырӑ кулӑпа, шӑппӑн тавӑрчӗ: — Ҫамрӑк чӗре яланах чӑнлӑх патне ҫывӑхрах… — терӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Нимӗн ӑнланмасӑрах ҫакӑн пек ӗҫе, — государство ӗҫне хутшӑнатӑр!Ничего не понимая, лезете в такое дело, — в государственное дело!
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем ҫине вӑл упӑшкипе арӑмӗ хушшинче пулакан хурлӑ ӗҫсене ӑнланмасӑрах упӑшкипе арӑмле вылякан ачасем ҫине ҫитӗннӗ ҫынсем пӑхакан туйӑмпа пӑхать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.