Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳресси (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкулсене тӗрӗслесе ҫӳресси тин кӑна пуҫланчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

— Лере чухне эрни-эрнипе калым туса ҫӳресси ҫинчен шухӑшламалли те ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аслӑ кӳлӗсен музейӗ ку тӑрӑхра карапсем ҫӳресси мӗнле аталанни пирки каласа парать, Вӑрҫӑ ҫыхӑнӑвӗпе электроника музейне — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вӑрҫӑ коммуникацисен историйӗ пирки.

Музей Великих озёр посвящён истории судоходства в регионе, Музей военной связи и электроники — истории военных коммуникаций с начала XX века.

Кингстон (Онтарио) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B8%D0%BE)

— Чиркӗве ҫӳресси те пупсем хӑратнипе кӑна пулнӑ, — теме тытӑнчӗ вӑл, вара хӑҫан тата мӗнпе чӑваш туррисене ырӑ тунине шутлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атту эпӗ ухмах, нимӗн те пӗлместӗп, нимӗн те курмастӑп, ҫапла-и? — тӑруккӑнах хирӗлме пуҫларӗ кинемей, — ы-ых, сана, ват кӑрккана, питне кӗҫҫе ҫӗлесе ҫӳресси ҫеҫ юлать ӗнтӗ, ватсупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Эрнере пӗрре хур кӗтӳ кӗтесси — кашни кун ҫӳресси мар.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Хӑнана ҫӳресси пӗтрӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Сак самантра унӑн мӑшӑрне ҫӳҫрен явса илсе картиш тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳресси килчӗ, анчах Тарье маларах ӗлкӗрчӗ — аллинчи чӑпӑрккипе Сахара пӗррех пуҫӗ урлӑ туртса ҫапрӗ те, лешӗ питне чӑмӑртаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах йӗр ҫине ӳкесси те, ял тӑрӑх намӑслантарса ҫӳресси те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсене халь пурте хӑратать: карланкӑран выҫӑ пӑвса тытасси те, ҫурт-йӗрсӗр юлнӑран тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресси те, ҫие тӑхӑнасси те…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та хӑйсен чунне йӑпатма, усламҫӑран нимсӗр хӑтӑлма пӗлеҫҫӗ апӑршасем: халь йӑтса ҫӳресси, киле кайнӑ чух илетпӗр теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утпа ҫӳресси, пулӑ тытасси, вӑрманта-мӗнте апат пӗҫересси уншӑн ним те мар.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урӑх килсе ҫӳресси пулать-и Хусана, пулмасть-и, ӑна турӑ пӗлет.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйрӑлас умӗн Тукай унран: «Эппин, ҫитес ҫуркуннеччен сывӑ пул тесе каламалла-и сана?» — тесе ыйтсан: «Темӗн-ҫке, ҫуркунне килсе ҫӳресси пулать-и манран», — тесе ҫеҫ тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сире хӑвӑрӑн профессие парӑннӑшӑн, пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп, телей, сывлӑх, ҫӗнӗ горизонтсем сунатӑп, пассажирсемшӗн вара ҫул ҫӳресси яланах хӑтлӑ та кӑмӑллӑ пултӑр!

Благодарю вас за верность профессии, служение и желаю счастья, здоровья и новых горизонтов, а пассажирам – комфорта и удовольствия от поездок!

Олег Николаев транспорт ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/20/ole ... ika-transp

Эсир кал-кал ӗҫленине кура пассажирсене илсе ҫӳресси, груз турттарасси ӳссе пыраҫҫӗ, транспорт инфратытӑмӗн объекчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ.

Благодаря вашей слаженной работе растут пассажирские и грузовые перевозки, модернизируются объекты транспортной инфраструктуры.

Олег Николаев транспорт ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/20/ole ... ika-transp

Укахви каларӗшле, пӗр-пӗрин патне вечерсене ҫӳресси вӑл пирӗн тахҫанхи йӑла».

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Черемисинова инҫе ҫула ҫӳресси тахҫанах савӑнтарма пӑрахнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗлӗкхи пек, ҫирӗм ҫухрӑма ҫӳресси мар.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗмӗртенхи йӑла-ҫке вӑл хӑтана ҫӳресси, — ним калама аптрарӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех