Шырав
Шырав ĕçĕ:
Час-час ҫул ҫӳремен тавраш, мӗн пӗлсе пӗтерен.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Хӗрпе качӑлла ҫӳремен пулин те 41 ҫул килӗштерсе пурӑнтӑмӑр унпа, - калаҫу ҫӑмхине сӳтет кил вучахне упракан Л.Е.Шашкарова.
Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html
Надьӑпа Машӑн ҫеҫ портфелӗсем урӑхла – вӗсем сада ҫӳремен.Только у Нади и Маши портфели были другие – они в сад не ходили.
Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567
— Упӑшкаран уйрӑлни лотерея билечӗпе «жигули» выляса илни мар та, хамӑн инкек ҫинчен эп Хыркассинче янрамалӑхах шавласа ҫӳремен, — хурланарах каларӗ Ульяна.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
— Ахальтен драгунра ҫӳремен.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эпир пӑлхавра ҫӳремен!
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун чухне йывӑҫсем те ӳсмен, ҫынсем те утса ҫӳремен, сывлӑшра кайӑксем те вӗҫмен, шывра пулӑсем те ишсе выляман.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ялти сӳпӗлти, элек-масар саракан, паврама ӳркенмен ватсупнӑ халиччен никам патне те телей кӳме ҫӳремен.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тарзан йывӑҫсене ҫӗмӗрсе-ватса ҫӳремен вара…
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Халиччен ташӑсене ҫӳремен Тамара та упӑшкипе ташлать.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Унӑн усӑнарах тӑракан тӑрри, тӑпрасӗ, унӑн ҫумӗнчи сад ҫакӑнти, ҫынсем килсе ҫӳремен кӗтесӗн лӑпкӑ та кичем пейзажӗпе йӑлтах пӗр майлӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл вӑхӑтра ку яла, асфальт ҫул пулманран, автобус та ҫӳремен.
Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/
Анчах ахаль чухне вӑл ҫынпа нихҫан та харкашса, ятлаҫса ҫӳремен.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӗсем кӑмӑллӑ пурӑннӑ пулсан та, пӗр-пӗрин патне кайса-килсе ҫӳремен.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эпӗ, лавккаҫ ачи тесе, куштанланса ҫӳремен.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Мӗша хыҫҫӑн эп хам йӑнӑша ӑнланса илтӗм ҫав, — ывӑлӗ унпа ҫӳремен пек, ялан хӑй ячӗпе ҫеҫ калаҫрӗ Сарри.
1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Атте патне Кӑкшамара та килсе ҫӳремен.
15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗнер ҫурӗ вӑл юр, анчах, кур-ха, мӗн тӗрлӗ чӗрчун ҫӳремен пуль кунта!
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Ҫывӑхра ҫынсем нумаййӑн ҫӳренӗ, кӑмпа шыраса хырсем айӗнчи «кавире» тӑпӑлтарсах пӗтернӗ, ҫавӑнпа пире Мирон Кузьмич тӳрех инҫете, ҫынсем питех ҫӳремен вырӑна, ертсе кайрӗ.
Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.
Ачаранах хӑрах алли типсе ларнипе вӑл хӑйӗн аулӗнчен ниҫтах та тухса ҫӳремен, ытти халӑхсемпе хутӑшсах кайман.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.