Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗпе (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара ҫӗрӗпе юмахланӑ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тен, ҫӗрӗпе юрласа юррисем те пӗтрӗҫ пулӗ ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь пӑхатӑп та, чун савӑнать: Левентей тепӗр чухне ҫӗрӗпе килне каймасть, тумалли ӗҫе пурпӗрех тӑвать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунӗпе те ҫӗрӗпе хапха умӗнче тӑчӗ хан — пур пӗр кӗртмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫпа юхан шыв хӗрринчи хӳшӗре вӗсем, пӗр-пӗрне тахҫантанпах курман савнисем пек, ҫӗрӗпе сӑмахласа выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран ҫӗрӗпе сивӗ нӳхрепре тытнӑ, ирхине ун хутне кӗнӗ Патрикпе тата Исампайпа пӗрле ҫакса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрӗпе куҫ хупса курман Тукай кӑшт канса илес тесе ҫерем ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ ҫеҫ, Чураппа ӑна пӳртре Урасметпа Бурнаш кӗтсе ларни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мана юратакан хӗрсем ҫӗрӗпе ҫывӑрайми пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр макӑртӑм…»

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Ҫӗрӗпе ҫӳренӗ ҫар ҫыннисем ир еннелле ывӑнса ҫывӑрса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Нухайкӑпа ҫапса ыраттарнинчен мар, вӑл ҫӗрӗпе малалла тумалли ӗҫсем ҫинчен уйласа выртнипе ҫывӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑрӑм кӗлетре ҫӗрӗпе ҫывӑрмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Асатте, мӗн ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ҫӗлетӗн?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хусана ҫитсен Павӑл пиччӗшӗ патне каяс умӗн Зина сулахай аллине упӑшкин аппӑшӗ парнеленӗ сулла тӑхӑнчӗ, сылтӑм алӑри ятсӑр пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗпе илемлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кайран, профессор тухса кайсан, пуҫа темскер урӑм-сурӑм шухӑш астара пуҫларӗ — ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр-пӗринчен ҫӗрӗпе те уйрӑлма пӗлмерӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм кӗҫӗр ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа…

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай малтан хӑй те мӑрсасем унпа вӑл ҫӗрӗпе ӳсӗр выртнӑран шӳт тӑваҫҫӗ пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах хуралҫӑ мӗнле хыпӑнса ӳкнине курчӗ те, унӑн нимле иккӗленӳ те юлмарӗ: лашасене чӑнах вӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрӗпе илтӗнсе тӑчӗ хӑйсене асаплантарнине тӳсеймесӗр кӑшкӑракан ҫынсен сасси.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрӗпе иртӗхрӗҫ Сахиб-Гирейпе килнӗ виҫ ҫӗр аскер крепость картишӗнче.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех