Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрте (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫичӗ ҫӗрте урамра Чарӑнчӗҫ туй ҫыннисем: Хирӗҫ тухрӗҫ сӑрапа Хушӑлкари тантӑшсем.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Йывӑҫ ларать улӑп пек, Тӗттӗм ҫӗрте кашласа: «Чипер кайӑр!» — теет те Пуҫне таять ҫул парса.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑйӑ ҫынни салансан Пайтах вӗсем калаҫрӗҫ, Ыталаса пӗр-пӗрне Тӗттӗм ҫӗрте ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Мӑкӑртатса, мӑшлатса, Ҫӑпатине сапласа Ларнӑ ҫӗрте сисмен те, Ҫын килнине пӗлмен те: Уҫӑ алӑк умӗнче Карчӑк тӑра парать-мӗн, Кӑвак ҫӳҫлӗ старике Ӑшӑ сӑмах калать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Туй тӑвӑр та шеп тӑвӑр, Ватӑ ҫыннӑн халӗ ҫук, Выртнӑ ҫӗрте сиккелет, Анчах тӑма вӑйӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Автан ҫур ҫӗр авӑтать, Ларнӑ ҫӗрте ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен Ырӑ шӑрши сарӑлать, Пур ҫӗрте те кайӑксен Лайӑх юрри янӑрать.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пит йӑвӑ тӗттӗмлӗх тӑрать, Ним курӑнмасть, куҫран тӗксен те, Кас-кас чӑлл! ҫиҫӗм йӑлтӑрать, Ҫӗрте халь тупӑн йӗп ӳксен те.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлет вӑл: юлнӑ-ҫке хӑраххӑн, Анчах ӑҫта вӑл, хӑш ҫӗрте?

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫурма ҫӗрте шыв урлӑ каҫрӗ Хӑй ҫарӗ хыҫҫӑн Пугачев.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑнах та ҫакӑн пек ҫӗрте Ҫӑхан сасси те кӗвӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Умра Ҫут ҫӑлтӑрӑн тӑрать ҫав чӑнлӑх — Вӗри ҫӗрте те сулхӑнра Унран хӑпмасть пӗр сӑн, пӗр сӑнлӑх.

Куҫарса пулӑш

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Пике, нумай ҫӗрте ҫӳрерӗм Йӗри-тавра пӑха-пӑха; Нумай ҫӗрте эп йӗр йӗрлерӗм — Шырарӑм хамӑн ырлӑха.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ниҫти ҫӗрте пулман вӑл хуҫӑк, Йемен вӑл хурлӑх умӗнче.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Арифулла малтан кун чухлӗ чул кӗпер тунӑ ҫӗрте мӗн тума кирлине ӑнланма та пултараймарӗ, кӑна хӑйӗн патне пынӑ Кабиртан ҫеҫ пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Таврара пур ҫӗрте те кӗрхи сӑн сисӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗлӗкрех халӑх пухӑннӑ ҫӗрте хӗрарӑмсем ҫакса ҫӳрекен кӗмӗл тенкӗсем шӑнкӑртатни илтӗнетчӗ, халӗ ав арҫын кӑкӑрӗсем ҫинчи чыслӑх паллисем хӑлхана савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкассисем хирте ирхине ирех пур ҫӗрте те комсомолецсем кӑларнӑ «Боевой листоксене» вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Анчах кунта унсӑр пуҫне хӑш-пӗр япаласем кирлӗ, коммунизм патне кайнӑ ҫӗрте тӗл пулакан чӑрмавсене вӑхӑтра пӗтерме пӗлни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Унта калаҫса татӑлтӑмӑр пек-ҫке, сана кӑҫал кӗлте турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлеттерес терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех