Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫхалӑхне хисеплени, ӑна пусмӑрпа хӗн-асапран хӑтарас туртӑм пысӑк пулни Н. К. Крупскаяна революци ҫӗнтерӗвӗшӗн ӗҫлеме вӑй-хӑват хушса панӑ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Канашлура темех калаҫса татӑлайман пулин те, Атӑл ҫынни йышӑнакан позици тӗплӗ те принциплӑ пулни, Маркс вӗрентӗвӗпе пурнӑҫра усӑ курма пӗлни, революцилле социал-демократсем палӑртса хунӑ ҫул, рабочи класс ҫӗнтерӗвӗшӗн пыракан кӗрешӳ ҫул-йӗрӗ, пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул пулни пирки ним чухлӗ те иккӗленменни Надежда Константиновнӑна чӗререн савӑнтарнӑ, хумхантарнӑ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
— Тӑван ҫӗршыв ҫӗнтерӗвӗшӗн ӗҫер.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Революци ҫӗнтерӗвӗшӗн пур мелсем те (ҫав шутра тӑван ывӑлне укҫалла саклата хывни те) юрӑхлӑ иккен.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Марксизм-ленинизм вӗрентӗвӗпе хӗҫпӑшалланнӑ Коммунистсен партийӗ общество аталанӑвӗн тӗп малашлӑхне, ССР Союзӗн шалти тата тулашри политикин ҫул-йӗрне кӑтартса парать, совет халӑхӗн пултаруллӑ аслӑ ӗҫне ертсе пырать, унӑн коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн пыракан кӗрешӗвне план тӑрӑх, наука вӗрентнӗ пек йӗркелесе пырать.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Патша ҫарӗ ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн, вӗренекенсен хорӗн пӗр пайӗ яланхи пекех «Боже царя храни» гимна юрлама ҫеҫ тытӑннӑччӗ, анчах хорӑн тепӗр пайӗ «долой», тесе кӑшкӑрса, шӑхӑрса, ахӑрса ячӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫук ӗнтӗ, вӑхӑтлӑх йывӑрлӑхсем Телегина иккӗлентереймӗҫ, кирек хӑҫан та, кирек мӗнле лару-тӑрура та вӑл Совет влаҫӗн ҫӗнтерӗвӗшӗн вӑй-халне, пурнӑҫне шеллемесӗр кӗрешӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Христиан тӗнӗн ырӑ йӑлине пӑхӑнса эпир ҫак кун мӗнпур ӗҫпе кулленхи хӗвӗшӳ ҫинчен манма, хамӑрӑн туйӑмсемпе шухӑш-ӗмӗте тасатма тӑрӑшатпӑр тата ҫывӑх ҫынсемпе, тӑвансемпе пӗрле пурнӑҫ ҫӗнтерӗвӗшӗн савӑнатпӑр.
Михаил Игнатьев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/07/news-3819880
— «Эпӗ, Советлӑ Социализмлӑ Республикӑсен Союзӗн ҫамрӑк пионерӗ, Ленин — Сталин ӗҫӗшӗн, коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн ҫирӗппӗн тӑратӑп тата пӗтӗм юлташсем умӗнче тупа туса чаплӑ сӑмах паратӑп. Хамӑрӑн социализмла Тӑван ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданинӗ пулас тесе пурӑнма тата вӗренме сӑмах паратӑп».
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Конституцире — парти, рабочи клас тата пур ӗҫ ҫыннисем те социализм ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗрешнинче чылай ҫулсем тӑршшӗнче мӗнле йывӑрлӑхсене ҫӗнтернине палӑртас; Конституцире — советлӑ юхӑмӑн вӗҫне ҫити тӗллевне, урӑхла каласан, тулли коммунизмлӑ общество тӑвассине кӑтартса парас, — ҫавнашкал ӗнтӗ тӗрлӗ майлӑ сӗнекен тӳрлетӳсен темисем.
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
— Коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн ҫапӑҫӑпӑр-ха, ҫапла-и, Семён?
Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Комсомолпа парти мана ҫирӗп шухӑшлӑ пулма вӗрентрӗҫ, вӗсем мана хамӑн пӗлӗве ӳстерсе пыма хавхалантарчӗҫ, хӑюллӑ та ҫине тӑракан ҫын пулма, Ленин — Сталин ӗҫӗсен ҫӗнтерӗвӗшӗн вилме те хатӗр салтак пулма вӗрентсе ҫитӗнтерчӗҫ.
4. Совет Союзӗшӗн тӑрӑшса пурӑнӑп! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
— Чурасен ирӗклӗхӗшӗн, пусмӑртисен ҫӗнтерӗвӗшӗн тата никам ҫӗнтерейми Спартак сывлӑхӗшӗн! — терӗ вӑл.— За свободу рабов, за победу угнетенных, за здоровье победоносного и непобедимого Спартака!
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Апла пулсан, хамӑр Тӑван ҫӗршывӑн чысӗпе ҫӗнтерӗвӗшӗн ҫапӑҫса вилнӗ паттӑра — ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав!Стало быть, вечная слава герою, погибшему в битве за честь и победу нашей Родины!
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.
Вӑхӑтран вӑхӑта вӑл хуллен кӑна кулкаласа илчӗ, ку ӗнтӗ хӑй ҫӗнтерӗвӗшӗн савӑнса кулни пулнӑ.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Уметбаев пӗрмай Ильсеяр патнелле туртӑнчӗ, вӑл ӑна йӑпатасшӑн, Бикмуш мучи мухтавлӑ вилӗмпе вилни, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне революци ҫӗнтерӗвӗшӗн пани ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем каласшӑн пулчӗ…
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
И. А. Козлов хӑйӗн кӗнеки пуҫламӑшӗнче ҫапла халалласа ҫырнӑ: «Ҫак кӗнекене эпӗ нимӗҫсен фашистла захватчикӗсене хирӗҫ пынӑ вӑрҫӑра хамӑр Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешсе вилнӗ паттӑр патриотсене-подпольщиксене асӑнса ҫыратӑп. Вӗсен ҫутӑ сӑнарӗ тата геройла ӗҫӗсем коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн пыракан кӗрешӳре пирӗн мухтавлӑ ҫамрӑксемшӗн паха тӗслӗх пулса тӑрӗҫ», тенӗ.
Иван Андреевич Козлов // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с. — 349–351 с.
Вӗсен ҫутӑ сӑнарӗ тата геройла ӗҫӗсем коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн пыракан кӗрешӳре пирӗн мухтавлӑ ҫамрӑксемшӗн паха тӗслӗх пулса тӑрӗҫ.
Крымра вӑрттӑн ӗҫлени // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Сире, юлташсем, кунта дозор вырӑнне хӑваратпӑр, эпир кашниех ӗҫҫыннисен ҫӗнтерӗвӗшӗн хамӑр пурӑнӑҫа сирӗнтен йӳнӗ мар пама сӑмах паратпӑр».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӗсем, большевиксем, хӑйсен турӗ ӗҫне чунтан-чӗререн ӗненеҫҫӗ, ҫак ӗҫ ҫӗнтерӗвӗшӗн вӗсем, пӗр шухӑшласа тӑмасарӑх, пурнӑҫне пама та хатӗр.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
- 1
- 2