Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнетме (тĕпĕ: ҫӗнет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн «Чӑваш Республикинче пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстермелли хушма мерӑсем ҫинчен» Указӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал районта 8 шыв башнине тӗпренех ҫӗнетме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Наци проекчӗпе килӗшӳллӗн муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ ҫула Элӗкрен пуҫласа Мӑн Вылӑ шкулӗ патне ҫитиччен ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ, ҫакӑ 15500 ҫухрӑмпа танлашать.

Куҫарса пулӑш

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Пушкӑртри 43 муниципалитетра 79 паркпа сквера ҫӗнетме тытӑннӑ, ытти объектсенче ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, пӗлтернӗ регион ЖКХ министерствин пресс-службинче.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртри 43 муниципалитетра 79 паркпа сквера ҫӗнетме пуҫланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3760977

Хушӑлка ялӗнче юлашки ҫул хушшинче ҫӗнӗ ФАП тунӑ, халӗ Культура ҫурчӗн тӗп юсавӗ пырать, Ҫӗнтерӳ паркне ҫӗнетме ППМИре ҫӗнтернӗ.

В селе Ког-Елга за последний год построили: новый ФАП, сейчас идёт капитальный ремонт СДК, выиграли в ППМИ реконструкцию парка Победы.

Артур Зарипов Хушӑлкари Культура ҫуртне юсассипе техсовет ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... rn-3752068

Ун вырӑнне Гельголандра порт комплексне тата тинӗс причалне ҫӗнетме палӑртса хунӑ.

Вместо этого на Гельголанде намерены модернизировать портовый комплекс и морской причал.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Предприятисен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме, хальхи производствӑсене ҫӗнетме тата ҫӗннисене йӗркелеме пулӑшакан патшалӑх промышленноҫ политики хастарлӑн пурнӑҫланать.

Активно реализуется государственная промышленная политика, направленная на повышение эффективности деятельности предприятий, модернизацию существующих и создание новых производств.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи троллейбуссен куҫӑмлӑ пайне курӑмлӑн ҫӗнетме палӑртатпӑр, машинӑсен вӑтам ӳсӗмӗ ҫавна пула виҫӗ хут пӗчӗкленет тата тӑватӑ ҫулпа танлашать.

В планах к сентябрю 2024 года значительно обновить подвижной состав троллейбусов в городах Чебоксары и Новочебоксарске. Благодаря этому средний возраст машин снизится более чем в три раза и составит четыре года.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Малтанхи пӗтӗмлетӳсене тумалла та хальччен тунӑ результатсене, даннӑйсене, аталанӑвӑн улшӑннӑ планӗсене шута илсе, ҫӗнетме тытӑнмалла.

Подвести промежуточные итоги и начать актуализацию данных исходя из достигнутых результатов, изменившихся планов развития.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫапла вара, пирӗн усӑ курма пӑрахнӑ лаптӑксенчи вӑрмансене 2024 ҫулта тата малашлӑхра ҫӗр проценчӗпех ҫӗнетме пӗтӗм май пур.

Таким образом, у нас есть все для того, чтобы в 2024 году и в будущем мы обеспечили стопроцентное восстановление на площади выбывших лесов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2006 ҫулта Исланди коммерци сунарне ҫӗнетме шутланӑ.

В 2006 году Исландия решила возобновить коммерческий промысел.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Республикӑн асӑннӑ программине хутшӑнса Чуманкасси территори пайӗнче ҫуллен икӗ-виҫӗ объектра капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттерме, шыв уҫламалли скважинӑсем алтма, шыв башнисене ҫӗнетме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Кунти клуба федерацин «Культура малой Родины» парти проекчӗн «Местный Дом культуры» хушма программи шайӗнче юсаса ҫӗнетме май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ҫӗрле лампа ҫутипе, умне саппун ҫыхса, кивелнӗ ҫӑматӑсене ҫӗнетме ларать Иван пичче, нумай калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа Михаҫпа Хреҫҫи пӳрт-хуралтӑна ҫӗнетме шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫӗре лайӑх ҫӗнетме, лайӑх ӗҫлесе тӑма пуҫларӗҫ.

Земля стала хорошо удобряться и обрабатываться.

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Патша правительствипе помещиксен пусмӑрӗ айӗнче пурӑнса ҫука юлнӑ хресченсем ҫӗре тӗрӗс ӗҫлесе акса тӑма, тӑпрана лайӑх ҫӗнетме пултарайман.

а разоренные царским правительством и помещиками крестьяне не могли правильно обрабатывать и хорошо удобрять почву.

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Субсидисем технопарк компанийӗсен управляющийӗсене промышленноҫ инфратытӑмӗн объекчӗсене проект тума, строительствӑна е ҫӗнетме, оборудовани туянма, ҫавӑн пекех промышленноҫ корпусӗсене инженер сечӗсем ҫумне технологи тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнтарма май параҫҫӗ.

Субсидии позволят управляющим компаниям технопарков частично возмещать затраты на проектирование, строительство или модернизацию объектов промышленной инфраструктуры, приобретение оборудования, а также на технологическое подключение промышленных корпусов к инженерным сетям.

Пушкӑртстан радиоэлектронлӑ технопарк тума 504 млн тенкӗ федераци субсидине илет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... et-3480272

Амӑшӗпе тӑванӗсене эмоциллӗ пулӑшса, чун-чӗрери вӑй-хала ҫӗнетме тата хӑнӑхса ҫитнӗ пурнӑҫ йӗрки патне май килнӗ таран хӑвӑртрах таврӑнма пулӑшса вилнӗ ывӑлӗ ҫинчен калаҫса пӑхмалла.

Поговорить с матерью о сыне, погибшем в СВО, эмоционально поддержать родных, помочь им восстановить душевные силы и как можно быстрее вернуться к привычному образу жизни.

Пушкӑртстанра СВОра вилнисен ҫемйисене килте психологи пулӑшӑвӗ параҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ra-3466535

Плансене ҫӗнетме лайӑх вӑхӑт.

Хорошее время для обновления планов.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑваш Енре 19 почта уйрӑмне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

В Чувашии планируется отремонтировать 19 почтовых отделений.

Республикӑри 19 почта уйрӑмне юсӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36155.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех