Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑл (тĕпĕ: ҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑл патне васкакан хӗрарӑмсен пушӑ витрисем чӑнкӑртатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук юлашкинчен ларас-тӑрас килмен пирки шыв пур ҫӗртенех витрисене йӑтса ҫӑл кутне кайма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан макӑрма пултарсан куҫҫульне ҫӑл шывӗ пек юхтарӗччӗ те, вара, тен, чӗри лӑштах кайӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пушкӑртра тарӑн ҫырмасенче шӑлсене шӑнтакан ҫӑл шывӗ юхни тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Виталий пахчара ашшӗ, Алексей Михайлович, тунӑ юман пураллӑ ҫӑл патне пырса пӗр витре шыв ӑсрӗ те шӑллӗпе пӗрле тунӑ хӳтлӗх хыҫне тӑрса ӑна хӑй тӑрӑх ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Анне, куҫри куҫҫуль ҫӑл куҫӗнчи шыв мар, ӑна пӗрмай ан юхтар, куҫу та курми пулса ларӗ, — теҫҫӗ ывӑлӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫӑл куҫ та, хӑй чӗррине пӗлтерсе, каллех тапма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗҫелис, пӗччен юлнӑскер, ҫӑл куҫ патне анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хальхинче те ҫаплах пулчӗ, ҫӑл патне ҫитнӗ-ҫитмен палкама тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Тӗлӗнмелле: ҫӑл шывӗнчен ҫавӑнтах хӗрлӗ юн сирпӗнсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Вӑл, тарӑхса ҫитнипе, юхса выртакан ҫӑл шывне аллинчи патакӗпе хыттӑн ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Тӑршшипех ҫӑл алтса тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӳречисене хӑмапа ҫапнӑ темиҫе пӳртпе куҫарса каяйман лавкка ҫурчӗ пур та, тата вӑрман хӗрринче, тарасаллӑ ҫӑл умӗнче, Стасик Павловӑн хуҫалӑхӗ сарӑлса ларать.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик Павлов тарасаллӑ ҫӑл умне чӑнах та улт кӗтеслӗ ҫурт туса лартнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑ-ӑн, куратӑн-и, тарасаллӑ ҫӑл пур ав ҫав йывӑҫсем хушшинче.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каҫпа хӗрарӑм ҫӑл шывӗ ӑсма кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑпӑртатса юхакан куҫҫуль витӗр тӗтреллӗ куҫпа пӑхса утать Эсекел пӗве хӗрринчи ҫӑл патне, пӗве ҫине такама курасла тинкерет, тулли уйӑхпа сасӑпах калаҫать:

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ванюкпа Антон, Михха мучи пӗр кана чул ҫине, тӗпсӗр ҫӑл куҫ ҫине тимлесе пӑхса тӑчӗҫ-тӑчӗҫ те ун-кун ҫаврӑнкаласа пӑхса ялалла уттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кунта тӗнче йывӑҫҫипе тӗпсӗр ҫӑл куҫ тупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пурте пӗр сӑмах чӗнмесӗр ҫӑл хӗрринчи шур чул ҫине пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех