Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫивӗч ҫӗҫҫипе кӑранташ шӗвӗртет, чӗркуҫҫи ҫинче тетрачӗсемпе кӗнекисем выртаҫҫӗ — кусем Филькӑшӑн калама ҫук йывӑр ҫӑк, унӑн хулпуҫҫине усӑнтараканни кӑна мар, пӗтӗм вӑрман тӑррине авакан ҫӑк тейӗн.
XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тӗп ассамблейӑн резолюцийӗнче каланӑ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшу кунӗ пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшӑва кӳрекен ӗҫ-хӗле тата ҫак тӗлӗшпе пӗтӗм тӗнчепе пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленин пӗлтерӗшне, ҫавӑн пекех гуманитарлӑ ӗҫе тӑвакансене, вӑл шутра гуманитарлӑ идеалсене пурнӑҫлама пулӑшнӑ тата ҫӑк ӗҫшӗн пуҫ хунӑ Пӗрлешнӗ Наци организацийӗн персоналне тата унта ҫыхӑннӑ ҫынсене, тивӗҫлӗ хак парас тӗллевпе халӑха пӗлтерсе тӑнине ӳстерме… тӗрев памалла.
Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлӑ пулӑшу кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97
Сухалама та, сӳрелеме те май пур унпа, прицеп кӑкарсан, ик-виҫӗ центнер таран ҫӑк турттарма та пулать, — Давыд Егорович еннерех ҫаврӑнчӗ Сергей Елизарович.
«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.
Мӗн, умлӑ-хыҫлах икӗ ҫӑк тиемеллеччӗ-им ман?
IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
— Пӗр ҫӑк улӑм илсе таврӑнма лаша кирлӗ пулсан та вӗсем патне пуш алӑпа пыраймастӑн, кӗсье мӑкӑрӑлса тӑмасан, калаҫмаҫҫӗ те санпа.
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Шкул ачисем унӑн сарайне пӗр ҫӑк пушӑт килсе пушатрӗҫ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вырӑсла калаҫать: «Ан, — тет, — ҫӑк ҫинчен!»
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сасартӑк ӑна пӑрахут ҫинчен ҫӑк йӑтса тухакан пӗр крючник чарса тӑчӗ.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чеескер, икӗ ҫул маларах ҫеҫ ҫак крючниксемпе пӗрле ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр ҫӑк йӑтнӑскер, халь вӗсен подрядчикӗ, Илья Никонорович Богданов ятлӑслер, вӑл паян та хӑйне ҫӗнтернине йышӑнасшӑн мар, крючниксене хӗтӗртме хӑтланчӗ:
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вара Завьялов сасартӑк ҫапла шухӑшлать: ак ҫакӑнта, ҫак вырӑнта, халӗ ҫӑк пӗчӗк, ҫивӗч кӑмӑллӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ йӗкӗт тӑнӑ ҫӗрте, ӗнер кӑна тепӗр ҫын, ҫавӑн пекех ҫамрӑкскер, тен, кӑшт кӑна аслӑрахскер тӑчӗ.
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Республикӑри тӗп автоинспектор Владимир Севастьянов пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Лада-Гранта» ҫӑмӑл автомобильпе ҫӑк турттаракан «Газель» ҫапӑннӑ.
Хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/inkek/2023-08-20 ... ln-3395422
Унӑн ҫӑмӑл тата ҫӑк турттаракан машинӑсен рулӗ умне ларма тӳр килнӗ.
«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934
Паян, мина хӑрушлӑхӗн ыйтӑвӗсемпе паллаштармалли кун, пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ сирпӗнекен хатӗрсемпе ӗҫлекенсемпе тӗл пулса ҫӑк ыйтӑва мала кӑларчӗҫ.
Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625
Ҫӑмӑлах мар, иккен, ҫӑк: ӑна час-часах пӗр алӑран тепӗрне куҫарма тивет.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Темле йывӑр ҫӑк ӑна пусса тӑрать.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Стадион ҫинче, куракана-итлекене чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе шӑварса, футбол вӑййин хастар йӑславӗ -чӑн-чӑн сывӑ пурнӑҫ шӑнкӑравӗ — пӗрре ҫӑк тиевлӗ лава тӑвалла питӗрленсе туртакан лашана татах та вӑйлӑрах питӗрленме хӳтерсе тапхӑр-тапхӑр «шартлатакан» хистевлӗ, сикчевлӗ, янкӑс сассӑн, тепре шарлаккӑн юхакан юханшывла пӗр тикӗссӗн янӑраса тӑрать.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Ыратни лӑшлансан, кӑмпаҫӑ, вӑйран самаях чалӑхнӑскер, кун хута йывӑр ҫӑк йӑтса ҫӳресе тинкеленнӗскер (ахаль те каҫхи ҫул кӑкӑр ҫинчи чул теҫҫӗ; этем пурнӑҫӗн хисеплӗ ҫулӗсен халсӑрлӑхӗ те тан тапасшӑн пулас), ҫакӑнта канса илме шутларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Йӑтайми ҫӑк пусарса антарнӑ пек, ҫенӗк пусми ҫине ларчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ахтупай, малти ҫӑк ҫине вырнаҫнӑскер, кайрӑмӑр, ан юлӑр тенӗ пек, шик шӑхӑрчӗ, лавсем тапранса кайрӗҫ.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӗҫ-пӑшалсӑр, сунар япалисемсӗр, парӑслӑ икӗ ботсӑр (шывра ишме тивес пулсан), палаткӑсемсӗр, йӗнерсемсӗр, кухня хатӗрӗсемсӗр тата апат-ҫимӗҫсӗр пуҫне ҫак ҫӗр-шыври конвойран — ҫул кӑтартуҫӑсенчен — тата наҫилккеҫӗсенчен, ҫӑк выльӑхӗсенчен тӑракан каравансене тӗрлӗ тавар тиесе тултарчӗҫ: ҫул ҫинче апат-ҫимӗҫпе улӑштармашкӑн.
I. Стэнли Африка ӑшнелле каять // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.