Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхрӗ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Васса ачисене ҫитерсе тӑрантрӗ те хӑй юратакан сенкер кӑвак кӗпине тӑхӑнчӗ, капрон тутӑр ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, Васса курӑнми пулсанах, лаша урхалӑхне хытарса ҫыхрӗ, чӗлпӗрне пӗкӗ ункинчен витӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса алкум вӗҫӗнчи тилхепе таткине илчӗ те ӗне мӑйракинчен ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шупашкаралла килекен «Чувашия» фирмӑллӑ пуйӑс Ҫӗрпӳ станцинчен тапранса кайсанах, улттӑмӗш вакунри ҫиччӗмӗш купере килекен пӗр 23-25 ҫулсенчи питӗ кӑмӑла каймалла сӑнлӑ пассажир чӑматанне ҫӳлти сентре ҫинчен антарса, лайӑх кӑна туртса ҫыхрӗ, унтан пальтине, ҫӗлӗкне, перчеткине тӑхӑнчӗ те чӳрече умне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Укахви хуллен ура ҫине тӑчӗ те пӗчӗк пиншакне уртса ячӗ, калуш тӑхӑнчӗ, мӑн тутӑр ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, амӑшӗпе йӑмӑкӗ ҫывӑрса кайсан, чавса ҫинчи арасланса тӑракан суранне тупӑрчӑк хурса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗр вӑтӑр мӑшӑр ҫӑм алса, ҫирӗм мӑшӑра яхӑн чӑлха ҫыхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви пуҫ тутрине каялла ҫавӑрса ҫыхрӗ те кӗпине туртса юсарӗ, пӗрене хушӑкне тирӗнтернӗ вӗтӗ шӑллӑ ҫурлине илсе хулпуҫҫи ҫине хучӗ, тепӗр самантран вӑл вӗрлӗк хапхана хуллен уҫса урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӑвас чӗрес анине хӗрлӗ кӗрмепе ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чарӑнчӗ, ним тума пӗлмен енне хӑмӑт пӑявне, тевӗше тыткаласа пӑхрӗ, урхалӑха хытӑрах ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тимуш ҫырусенчен пӗрне хӗвне чикрӗ те ыттисене, пуҫтарса, мунчала татӑкӗпе ҫыхрӗ, каялла ҫӳпҫене хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вара пилӗкӗнчи брезент пиҫиххине салтса илчӗ те ҫич-сакӑр пуленкене унпа туртса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анюк пичӗ ҫинчи ҫӳҫ пайӑркине тутӑр айне тӗртсе кӗртрӗ, унтан тутӑрне салтса ҫамка ҫинченех ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл тепӗр хут хускалса илчӗ, тутӑрне кӑрт-карт туртса ҫыхрӗ те мана алӑран тытрӗ, пуҫне сула-сула калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫил арманӗсене ма труках аса илтӗн-ха, хӗрӗм? — ҫывӑрса илесси пулас ҫук кунта тесе пуль, амӑшӗ куҫне уҫрӗ те тӳрленсе ларчӗ, тутӑрне салтса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» текен чӗнӳ пурне те пӗр тӗвве ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Пире кукамай пуховой тутӑр ҫыхрӗ, мамӑна вӑрҫса илчӗ эпир ҫӑмӑл тумланнишӗн.

Нам бабушка еще и пуховые платки повязала, поругала маму, сказала, что мы легко одеты.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

— Нимех те мар, — тутӑрне майлаштарса ҫыхрӗ Глафира.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унтан ҫамки ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пӗрчисене майлаштарса тутӑрне тирпейлӗн ҫыхрӗ, хӑйӗн ҫумӗнчи Хветуҫҫи инкепе тем пӑшӑлтатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Килӗр, килӗр, — шалпар халат пиҫиххине хытӑрах ҫыхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех