Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑсли питӗ ӑслӑ вӑл, хут пӗлмен ҫынта мар, кӗнеке-хаҫат та вулать.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Манӑн хамӑн ывӑлӑма ҫынта мӗн лайӑххи пур, ҫавсене пурне те курма пӗлекен, ырлӑхпа тӗрӗслӗхе туякан, хӑйӗн юлташӗсем ҫине тимлӗн пӑхакан ҫын тӑвас килетчӗ.
Матроска // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Акӑ, ҫын мана чӗркуҫҫийӗпе сӗртӗнсе, вӗрискер, шухӑшлаканскер ларать; хӑйне-хӑй шанса вӑл ҫынсене хӑй мӗнле пӑхнӑ пек тӑратса тухать; пурин ҫинчен те, хӑйӗн тиркеме те, ирӗк пама та власть пур пек калаҫать, — вӑл ҫынта темскер мана кирли пур, е темскер, мана кирлӗ маррине палӑртса тӑраканӗ пур.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ҫынта темскер, пуриншӗн те ютти пур — «Аван ӗҫре» те ҫавӑн пекки пулнӑччӗ, вӑл хӑй те хӑйӗн ӑрасналӑхне, ҫынсем хӑйне ӑнланас ҫуккине пит лайӑх пӗлсе тӑрать пулас.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӳсӗр ҫын пекех йӗркене пӑхӑнманскер, вӑл апат ҫимелли сӗтел хушшине хуҫисенчен малтан ларнӑ, ҫӗҫӗсемпе вилкӑсене ҫӑтӑр-ҫатӑр тытса пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна хунӑ, ҫиессе хӑвӑрт, тирпейсӗр, вӗрилле, ӳсӗре-ӳсӗре ҫинӗ; вӑл ҫынта, Алексейри пекех, темле сиккелекен, ытлашши хаяр япала пулнӑ пек курӑннӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫак тупӑксем тӑвакан хаваслӑ ҫынта, хӑйӗн ячӗ пекех, темле сӑваплӑ савӑнӑҫ, темле ҫӑмӑл ҫӳҫенӳ палӑрса тӑна.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ку калаҫусене илтсен, ҫын чӗрине (ҫынта халиччен пулман чӗресене те) ҫав териех лайӑх пӗлекен ҫынсем те Катерина Васильевнӑпа Бьюмонт венчете кӗрессине курас шанчӑка ҫухатнӑ пулӗччӗҫ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1