Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынне (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри тилхепе тытнӑ, вилнӗ ҫынне пуҫ ҫинчен шинель витнӗ.

Один лошадьми правит, а мертвый под шинелем лежит.

XXIV // .

Паллах, кусем пурте вак-тӗвек ҫеҫ-ха, анчах вӗсем те эсӗ мӗнле ҫынне кӑтартса пӑраҫҫӗ…

Все это, конечно, мелочи, но они характеризуют тебя как человека…

X // .

Ҫынне яман та-ха, чунӑм, камӑн вӑл курса тӑнӑ ҫӗртех вилес килтӗр?

— Оно, милок, не посылали, да ить и кому же смерть мила?

LIX // .

Ку та ак ҫавнашкалли пулчӗ: малтан нӗшкесе ларчӗ-ха, каҫару ыйтам пекки турӗ, юлашкинчен ав кӑтартрӗ хӑй мӗнле ҫынне.

Так и этот: сопел да кланялся, а под конец характер оказал.

XXXVIII // .

Миҫе ҫынне пӳрнепе шутласа кӑларма пулать!

Считанные люди!

XIX // .

Шӑпах ҫакӑ Озерова шухӑша ячӗ те ӗнтӗ: ҫӗнӗ комиссар, пӗрре курсах мӗнле ҫынне уйӑрса илме йывӑр ҫынсен шутӗнчен пулас, — вӗсем ҫынсемпе уйрӑммӑнах асӑрхануллӑн паллашаҫҫӗ.

Именно это сразу же навело Озерова на мысль, что новый комиссар, видимо, относится к числу тех людей, каких очень трудно разгадать с первого взгляда: у них особая, настороженная манера знакомства.

XI // .

Унӑн Хворостянкинпа ӗҫлемелле пулать вӗт-ха, лешӗ мӗнле ҫынне хӑвах пӗлетӗн, ӑна яланах алра тытмалла.

Ведь ей придется иметь дело с Хворостянкиным, а это такой человек, с которым работать нелегко.

IX // .

Озеровецсенчен пӗр ҫирӗм ҫынне нимӗҫле тумлантарса тӗрлӗрен нимӗҫ хӗҫ-пӑшалӗ тыттарнӑ.

Около двадцати озеровцев были переодеты в немецкое обмундирование и получили различное немецкое оружие.

VII // .

Тата ҫапла та калаҫнӑ: вӗлерекенне шыраса полици пӗтӗм хулипе ухтарса ҫӳренӗ, тет (калаҫнӑ чухне халӑх ҫынна айӑпламалли япаласене яланах час тупать те приговорсем туса хурать), анчах вӗлерекен ҫынне полици ниҫта та шыраса тупайман, тет.

Рассказывали также, что обыскали весь город, но убийцы (обыватели не любят долго возиться с уликами и сразу выносят приговор) так и не нашли.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех