Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫывӑхараҫҫӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Эй икӗ питлӗскерсем! сирӗн ҫинчен Исаия пророк аван каланӑ: 8. «ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑма ҫывӑхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗри Манран аякра тӑрать; 9. вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа Мана хисеплени усӑсӑр» тенӗ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вӑл мана каларӗ: ҫак пӳлӗм, кӑнтӑралла пӑхаканни, Турӑ Ҫуртне ҫывӑрмасӑр хураллакан священниксем валли; 46. ҫурҫӗрелле пӑхакан пӳлӗмӗ — парне сӗтелне ҫывӑрмасӑр хураллакан священниксем валли: кусем — Садок ывӑлӗсем, Левий ывӑлӗсенчен пӗр вӗсем ҫеҫ Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑма Ун патне ҫывӑхараҫҫӗ, терӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Акӑ Эпӗ санӑн шӑнӑрна та, аҫу килӗн шӑнӑрне те касса ярас кунсем ҫывӑхараҫҫӗ, апла санӑн ҫуртунта [нихӑҫан та] ватӑ ҫын пулмӗ; 32. Ҫӳлхуҫа Израиле кӑмӑллать пулин те, эсӗ Манӑн ҫуртӑм юхӑннине курӑн, санӑн килӳнте пурӑнӑҫ тӑршшӗпех ватӑ ҫын пулмӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1