Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑмсемпе ачасем кӑшкӑрма тытӑннӑ, стариксем ҫав тери хытӑ чупса ҫывхаракан бизонсем валли иртсе кайма хуша пултӑр тесе, колоннӑна икӗ пая уйӑрма тӑрӑшнӑ.
Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Анчах пуринчен те ытла шиклентерекенни вӑл — ҫывхаракан хӑрушлӑхран хулана хӳтӗлеме тӑрӑшакан ҫирӗп алӑ пуррине никам та сисменни пулса тӑрать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑйсем пытаннӑ вырӑна тӑшмана пӗлтерес мар тесе, салтаксене егерьсем мӗнле чееленнине кӑтартса памалла, ҫак тӗлӗшпе тӑшман пушӑ ҫӗре петӗр тесе, каскӑна аяккинерех лартса сывах юлма, вилнӗ пекех выртса, ҫывхаракан тӑшмана персе вӗлерме вӗрентмелле.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах ҫак вӑхӑтра аялта ерипен ҫывхаракан уҫӑмсӑр сасӑсем илтӗнчӗ, унтан туратсем нӳрлӗн ҫатӑлтаса илчӗҫ — такам шӑпах пирӗн тӗле ҫывхарчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Курасчӗ сирӗн ҫак картинӑна: упа ҫури кӗтесе кайса хӗсӗнчӗ, кайри урисем ҫине ларчӗ те ерипен ҫывхаракан йытӑ ҫине пӗчӗк куҫӗсемпе темле усаллӑн пӑхрӗ.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Куҫӗсем хӑвӑрт капланса ҫывхаракан тӗттӗме хӑнӑхса ҫитеймерӗҫ-ха.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗҫе-вӗҫе ҫывхаракан марсиансен кӑвакрах та кӗренрех, кирпӗч тӗслӗ сӑн-питӗнче — чарусӑр ҫӗкленӳлӗх, хӑпартлану, сехӗрленӳ.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сайра хутра ҫеҫ тирексем ҫинче ҫӗр каҫнӑ ула кураксем кранклатса, ҫунаттисемпе ҫапкаланса илеҫҫӗ е хӑвалӑхра чакак кӑшкӑрса ярать, пӗрре ҫывхаракан, тепре аяккалла каякан ура уттисем айӗнче юр нӑтӑртатса илет.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та, сюртукӗсене йӳле ярса, аллисемпе хӑлаҫланса, саксем хушшипе ман патӑмалла ҫывхаракан пиччепе Мӗтрие куртӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ял патне ҫывхаракан йӗлтӗрҫӗсен шавӗ йытӑсене вӑратрӗ, лешсем вара улама пуҫларӗҫ.Разбуженные шумом приближающихся лыжников, в поселке громко завыли собаки.
Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кунта вара Кэукай тӗлӗннипе аллисене саркаласа пӑрахнӑ Соня, хӑй патнелле хырӑмпа шуса ҫывхаракан ачасем ҫине пӑхса: «Эсир кирек хӑҫан та ҫакӑн пек хырӑмпа утса ҫӳретӗр-и е урӑрсемпе те утатӑр?» тесе ыйтнине кӑтартнӑ.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Нина Ивановна Коваленко ҫыран хӗррине тухрӗ те куҫ илмесӗр тенӗ пек, ҫывхарса килекен пӑрсем ҫинелле пӑхма тытӑнчӗ, шӑннипе ҫӳҫенкелесе ассӑн сывласа илчӗ Ҫак пӗр шавсӑр шуса ҫывхаракан пӑрсем ырах мар пек туйӑнаҫҫӗ ӑна.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Матроссем капланса ҫывхаракан пӑрсем ҫине шикленсе пӑха-пӑха илеҫҫӗ, пӑрахут пушатма васкаҫҫӗ.Матросы тревожно смотрели на подступающие льды, торопились с разгрузкой.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мэрданпа Ильсеяр ирхи апата ларнӑччӗ кӑна, ҫывхаракан ура сассисем илтӗнсе кайрӗҫ.Мэрдан с дочерью только уселись завтракать, как послышались шаги.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӗсем ҫывхаракан карательсене курас-тӑвас пулсан хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ, пӗчӗк пичке бензина чӗртсе ямалла пулнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Акӑ халь те вӑл статуя пекех канӑҫлӑн та мӑнаҫлӑн, ҫывхаракан ушкӑн ҫине сиввӗн пӑхса тӑрать.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Урамра ҫывхаракан е иртсе каякан машинӑсем кӗрленипе пӳрт стенисем кисренсе илеҫҫӗ, кантӑксем чӗтренсе чӑнкӑртатаҫҫӗ.
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Ҫывхаракан ура сассисем тата калаҫса килекен сасӑсем ӑна тӗлӗрсе кайма пуҫланӑ ҫӗртен вӑратрӗҫ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анчах ҫывхаракан циклон тархасланине итлемест, вӑл, пирӗн ҫула пӳлсе, пӗлӗтсене хӑвӑрттӑн сылтӑмалла хӑвалать.Но надвигающийся циклон неумолим, он стремительно несет облако вправо, преграждая нам путь.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫав тери хавхаланса ҫапӑҫнипе хӑшпӗр чухне вӑл хӑвӑрт ҫывхаракан ҫӗре те асӑрхаман.Бой вел с таким увлечением, что временами забывал о стремительно несущейся навстречу земле.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.