Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем чи самӑр сыснине суйласа илчӗҫ, ҫухӑрни ан илтӗнтӗр тесе, унӑн пуҫне михӗпе чӗркерӗҫ, урисене ҫыхрӗҫ те анӑҫри флигель патне илсе пычӗҫ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Унтан сасартӑк хампа юнашарах сасӑ илтрӗм — те йынӑшни пулчӗ вӑл, те ҫухӑрни; самантранах Васька хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:Вдруг я услышал рядом не то стон, не то мычанье, потом Васькин вскрик:
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Карабас Барабасӑн пушӑ хырӑмӗнче кӗрлени, чир-чӗрсенчен тӳрленмелли сӗлӗхсем сутаканӑн пушӑ хырӑмӗнче салхуллӑн ҫухӑрни инҫетренех илтӗнсе тӑрать.
Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Инҫетрен калама ҫук хыттӑн йынӑшса ҫухӑрни илтӗннӗ, — ку ӗнтӗ хӑйсен пурӑнӑҫӗсене питех те хакла сутнӑ Артемонпа Буратино сасси пулмалла.
Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Анчах вӑл та, Робенок та пӳрт тӑрри ҫинче ҫукчӗ ӗнтӗ; эпӗ пит кукӑр-макӑрлӑ картишӗнче вӗсене шыраса ҫӳренӗ хушӑра урамра шӑй-шай тесе ҫухӑрни илтӗне пуҫларӗ, ун пекки унта яланах пулкалатчӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Коршунов шӑпланчӗ, вӑл ҫухӑрни сайрарах илтӗнетчӗ, анчах эпӗ пӗлсех тӑтӑм: ку вӑл шанчӑксӑр, часах татӑлма пултаракан шӑплӑх кӑна.
21 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эсӗ кунта ҫухӑрни пурне те йӗрӗнтерсе, йӑлӑхтарса ҫитернӗ.
2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗн халӑх ҫапла калать: «Ашака хӑй ҫухӑрни килӗшет», тет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Сысна ҫухӑрни мана ыйхӑран вӑратрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Бараксем патӗнче пуртӑпа качлаттарни, ҫаврака пӑчкӑ ҫухӑрни илтӗнет: пӗр тӑван Пестовсем ертсе пыракан платниксен бригади ҫӗнӗ общежитисем, клуб, столовӑйпа кухня тӑваҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Шкул хапхи умӗнче шавлани, кӗрлени, ҫухӑрни, кулни янӑрать: уроксем хыҫҫӑн ачасем ҫунашкасемпе ярӑнаҫҫӗ.Шум, гомон, визг, смех у школьных ворот: ребята после уроков катаются на салазках.
Петр Тихонович хапха умӗнче тӑрать // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пурте ҫӗнӗрен пуҫланчӗ: ҫухӑрни, тапӑртатни, сикни…
Хӑрушӑ каҫ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ӑна хулӑ та, ҫара урасемпе тапни те, ҫухӑрни те пӑшӑрхантармасть.На нее не действовали ни прут, ни удары голыми пятками, ни крики.
Туслисен звени Дуня инкене пулӑшни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӗсем крыльца ҫине хӑпарсанах пӳртре йӗркесӗр ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ.
Пысӑк ҫемьен пӗчӗк хуҫи // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Кӗсре тискеррӗн ҫухӑрни вӑл урисемпе тӑпӑртатнӑ сасӑпа хутӑшса кайнӑ.
LVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пӗр хушӑ ӗнтӗ шӑплӑхра тӑмана кӑвиклетни, пума хытӑ янӑратса ҫухӑрни тата выҫӑ кашкӑр салхуллӑн улани ҫеҫ илтӗнкеленӗ.
VIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Малтан ҫын сасси, тӗрӗсрех каласан, ҫын хыттӑн ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ, кун пек сасӑ Фелим О'Нил карланкинчен ҫеҫ тухма пултарнӑ.
VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ун ҫывӑх ҫыннисем те ун пекех хӑтланчӗҫ, чӗлхесӗр тухатмӑш сӑмсапа нӑрланине хавхаланса кайнӑ ушкӑн ҫухӑрни, кӑшкӑрни, юрлани хупласа хучӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сасартӑк ҫур ҫӗр тӗлӗнче, пӗр вуникӗ сехетре, аякра вӑрӑммӑн та хаяррӑн улани, ун ҫумне ҫинҫен ҫухӑрни хутшӑнса янӑраса кайрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫав ирхи шӑв-шавра кӑлӑклани, нӑриклетни, кранклатни, вӗрни, ҫухӑрни тата ҫак тӗрлӗ-мерлӗ сасӑсене тӑрӑхласа мӑкӑртатни — пурте илтӗнет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.