Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутҫанталӑкӑн (тĕпĕ: ҫутҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах апла пулин те, вӑл ҫутҫанталӑкӑн ҫав ниме те хӗрхенмен, никама та шеллемен законӗсем ҫине ӳпкелешсе тӑмарӗ, кӗтмен ҫӗртен ача пек хавассӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫӳллӗ маччаллӑ кӑн-кӑвак таса тӳпенелле шуххӑн ярӑнса хӑпаракан хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисем ҫӗр ҫинелле кӑвар пекех пӗҫертсе сапӑнмаҫҫӗ пулин те, пӗрре ҫеҫкеленсе ешерсе лӑпланнӑ ҫутҫанталӑкӑн ҫуркуннехи пек техӗмлӗ хӗрӳлӗхӗ халь те пӗтменни сисӗнет: типсе хӑмӑрланнӑ ҫӗрулми ҫеҫкиллӗ касӑсем хушшинче иккӗмӗш ҫеҫкене ларнӑ сенкер утмӑлтуратпа шап-шурӑ салтак тӳмисем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӗн тӑвӑн, ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн йӗрки-йӑли, ҫакна ту, ҫапла ту тесе калаймӑн ӑна.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑҫсенчен тирексем ҫеҫ, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑм саккунне парӑнса, ҫап-ҫара шалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Ҫутҫанталӑка чамасӑр юратакансем», ҫутҫанталӑкӑн ӑнсӑртран кӗмсӗрт сас-чӗвӗпе ӑс-тӑнран та, кӑмӑл-туйӑмран та чӑлханса ӳкнӗскерсем, пӗр авӑк чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, ҫӑварӗсене шыв сыпса ларчӗҫ, унтан пуҫӗсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫавӑрса куҫӗсене умалла сиктерчӗҫ те шанках хытса кайрӗҫ — хӑвалӑхран катрашкаллӑ, ҫивӗч вӗҫлӗ икӗ кӗрӗс-мерӗс мӑйрака кӑнтарӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ирӗксӗрех, ху ҫитӗннӗ, вӗренсе ӑс пухнӑ ҫын пулнине те, ҫутҫанталӑкӑн куҫа курӑнман пулӑмӗсене асра тытнисене те пӑхмасӑр, юмах тӗнчине лекетӗн.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗр хӗрлӗ киккириклӗ чӑпар автан кӑна, ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытма юратаканскер, Ванюк ҫывӑракан чӳрече ҫумӗнчи карта ҫине вӗҫсе улӑхрӗ те пӗтӗм вӑйӗпе ку-ку-ре-ку-ук! тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӗн тери аван, мӗн тери лайӑх вӑл, ҫутҫанталӑкӑн чӗрӗлӗх парнисене чӗрепе туйса илсе йышӑнасси, ӑна куҫ туллин ытамласа нихӑҫан манӑҫми асӑмра упрасси.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Акӑ ӑҫта вӑл ҫутҫанталӑкӑн аслӑ илемӗ, чун уҫҫи!

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӗсле каланӑ пек чипер юрлакан тӑри сассисем, пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн илемӗпе хаваслӑхӗ Ҫтаппанӑн канӑҫсӑр шухӑшне сирсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн йӗрки.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗх тутӑ пултӑр-и? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10980-vy ... t-pult-r-i

Пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн ӑш-чикӗ кӳтсе ҫитнӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑммипе тирӗнчен ҫеҫ тытӑнса тӑракан ырхан сурӑхӗсем, юлашки вӑйне пухса, темиҫе хутчен хурлӑхлӑн макӑрса илчӗҫ, пуҫӗсене пӗр-пӗрин ҫине хума та хӑтланса пӑхрӗҫ, анчах ҫутҫанталӑкӑн ҫак хӑватлӑ вӑйне хирӗҫ тӑма хал ҫитереймерӗҫ — кӗҫех вӗсем те вак-тӗвек пӑрсемпе хумсем айӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт ҫакна чунтан туять, юнӗ вӗреме пуҫланине те сисет, анчах ҫак хӑрушӑ вӑхӑтра, ҫутҫанталӑкӑн чи вӑйлӑ виҫӗ хӑватӗнчен пӗри ҫын сехрине хӑптармалла урса кайнӑ чухне, мӗн тума пултартӑр-ха вӑл?..

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑчӗ те илемлӗ тетпӗр те, ҫапах та тепӗр чухне шарне те ытлашшипех кӑтартать-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Тӗрӗссипе, кил-ҫуртра, ҫутҫанталӑкӑн хӑш вӑхӑтне пӑхмасӑрах, нихӑҫан та асӑрханулӑх ҫинчен манма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Вӗсене кашнине ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтне халаллӗҫ.

Каждый из них будет посвящен разным временам года.

Ҫичӗ авторпа тӗл пулӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32807.html

Вӑл — ҫутҫанталӑкӑн усӑллӑ ҫимӗҫӗ.

Это полезный природный продукт.

Соуссемпе техӗмлӗхсем — апатсен тутине вӑйлатаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/blogs/comments/6048.html

Ҫутҫанталӑкӑн паллӑ вырӑнӗсем

Природные достопримечательности

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Ҫутҫанталӑкӑн начар ҫанталӑк пулмасть, теҫҫӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех