Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуран (тĕпĕ: ҫура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Секцисене питех ҫӳремен пулсан та, йӗлтӗрпе е ҫуран чупса шкулта тата район шайӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне темиҫе хут та тивӗҫлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ирӗксӗрех Хыркассинчен Шупашкара Студентсен хулине ҫити ҫуран утма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тепӗр кунхине вӑл хӗвелтен ир вӑранса, ҫулӗ ҫывӑх мар пулсан та, ӑҫта лашапа, ӑҫта ҫуран, палӑртнӑ сехете Шупашкар хулине вӑхӑтра ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Утрав ҫинче 1000 ҫухрӑма яхӑн ҫуран ҫӳремелли ҫулсем хывнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ левадӑсен хӗррипе иртеҫҫӗ.

поскольку на острове проложено около 1000 км пешеходных дорог, многие из которых проходят вдоль левад.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Утравра вӑхӑта ирттермелли спорт тӗсӗсенчен чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ — ҫуран туризм.

Одним из главных развлечений на острове является пеший туризм,

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тӗлпулу уявӗнчен Раманпа Анюта килелле ҫуран таврӑнма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫе кашни кун ҫуран ҫичӗ ҫухрӑм утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирпе ирех тӑрса ӗҫе ҫуран утмалла, каҫпа, ӗшеннӗ шӑмшакпа, — каллех ҫуран.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӳт мар ку — ҫамрӑк ҫын кунӗпе ҫуран район центрне тата каялла вӑтӑр ултӑ ҫухрӑм утса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лашапа ларса пынӑ чух сӑмахпа калама ансат, анчах ҫуран юлнӑ ҫухрӑмсем хӗрарӑмшӑн ҫӑмӑл пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулла пулнӑ-тӑк вӑл Хураҫӗрте пӑрахут ҫине ларӗччӗ те часах Хусана ҫитӗччӗ, халӗ вара унӑн ҫӗр аллӑ ҫухрӑма яхӑн ҫуран танккама тивет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хулари транспорт инфраструктурине велосипедҫӑсемшӗн, общество транспорчӗн пассажирӗсемшӗн, ҫуран ҫӳрекенсемшӗн хӑтлӑлатнӑ: Гронингенра велосипед ҫулӗсем йышлӑ, кашни кӗтесре тенӗ пекех велосипед вырнаҫтармалли вырӑнсем пур, хула варринчи ҫуран ҫӳремелли лаптӑксем пысӑк.

Транспортная инфраструктура города адаптирована под нужды велосипедистов, пассажиров общественного транспорта, пешеходов: в Гронингене разветвлённая сеть велосипедных дорожек и стоянок для велосипедов, большие пешеходные зоны в центре города.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ара, райцентра, унтан каялла хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн ҫуран утасси ҫӑмӑл-им?

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хураҫӗре ҫуран кайӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сванетире ӗлӗк урапа курман, унта уйри тырра, утта ҫунасемпе турттарнӑ; ҫурӑм хыҫне япала ҫакса ҫынсем тусем урлӑ ҫуран е лаша ҫине утланса ҫӳренӗ.

Сванетия не знала колес — хлеб с полей и сено возили на санях, а люди с вьюками пробирались через горы пешком или верхом.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Час-часах ашаксем ҫине утланнӑ ҫынсем тата ҫуран утакан ҫынсем те тӗл пулаҫҫӗ.

Часто встречались едущие на осликах и идущие пешком люди.

Тухӑҫлӑ ҫӗр айлӑмӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑлансем, йытӑсем кӳлсе тата ҫуран та ҫав культбазӑсене тундрӑран пур енчен те темиҫе ҫӗр ҫын пырать.

На оленях, собаках со всех сторон сюда, в культбазы, едут и идут пешком сотни жителей тундры.

Тундрӑри культурӑллӑ ӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпӗ ватӑлса ҫитрӗм тата карета валли вырӑн ҫукран ҫуран утса шутсӑр ывӑнатӑп.

Я очень стар, для кареты у меня нет места, а ходить пешком так утомительно…

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӳртрен урама тухсан, пирӗн ачасем ҫуран ҫӳрекенсем пулаҫҫӗ.

Выходя из дома на улицу, наши дети становятся пешеходами.

ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3477540

Кӗрпе ҫур вӗсем куҫӑмлӑ вӑхӑтсем: кӗр — ҫуран хӗле куҫарать, ҫур — хӗлрен ҫӑва куҫарать.

Осень и весна — это переходные времена года: осень — переход от лета к зиме; весна — от зимы к лету.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех