Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӑрӗ (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хушшинче: С. Шавлин «Сиплӗ ҫумӑр», В. Урташӑн «Пӗчӗк Роза», Г. Ефимовӑн «Асамат кӗперӗ», Г. Айхин «Утӑм», В. Грибановӑн «Живет мечта» (вырӑсла), А. Лукинӑн «Эс пулсан…», Ю. Петровӑн «Ҫулҫӑ ҫумӑрӗ» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

«Драгунсене ҫӗмрен ҫумӑрӗ айне тумалла!»

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗмрен ҫумӑрӗ тӑшман ҫине тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫумӑрӗ нумая пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем тӑна кӗрсе те, пӑшалӗсене авӑрласа та ӗлкӗреймерӗҫ, вӗсен пуҫӗсем ҫине ҫутӑ хӗҫ ҫумӑрӗ тӑкӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ҫумӑр ҫӑвасшӑн пулас, — шухӑшласа илчӗ пуян. — Ку аван-ха. Никам та курмасть. Ҫумӑрӗ ҫусан йӗр те пӗтет…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫумӑрӗ кӑшт маларах чарӑннӑ пулсан ман шыварманӗ те пӗтес ҫукчӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эх, ҫак пӳтсӗр ҫумӑрӗ кӑшт маларах чарӑнма пултарайман пуль ҫав ӗнтӗ, — тарӑхса шухӑшларӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун пек чӑхсене, автансене часах яшкана яраҫҫӗ, ҫумӑрӗ ҫапах ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗлӗтсем хупӑрласа килеҫҫӗ, килеҫҫӗ те, анчах ҫумӑрӗ пӗр тумлам та ӳкмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫакна илтсен, юлташӑмсем хура, хӑмӑр, кӑвак, симӗс шултра шӑрҫасем пек ҫап-ҫавракалатнӑ куҫӗсемпе ман янахӑма вӑнк! вӑнк! тирӗнчӗҫ те пуҫларӗҫ кулӑш «шалкӑм ҫумӑрӗ шарлаттарма»: лах-лах-лах-лах! ха-ха-ха-ха! чӑх-чӑх-чӑх-чӑх! хи-хи-хи-хи!…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ҫӗре чыхлантарса шӑваракан, ырӑ, ҫутӑ туйӑмсене Турӑ шывӗ пек тасатакан шалкӑм ҫумӑрӗ шарлатрӗ те шарлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Акӑ ӗнтӗ кӑра ҫумӑр — тумламӗсем ҫӗре ӳкмессерен хӑмпӑлчӑланса сикекен ыраш ҫумӑрӗ — шарр! тӑкса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Лӑпӑсти шӑши ҫумӑрӗ чарӑннӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лӑпӑс-лӑпӑс шӑши ҫумӑрӗ пуҫланчӗ — каҫ сӗмӗ татах та ытларах ҫӑралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ан васка, Клава, ҫумӑрӗ чарӑнман вӗт-ха, — хӗрарӑма аллинчен тытса чарчӗ Борис.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫумӑрӗ хальхинче те ҫумасӑр иртмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Сиплӗх ҫумӑрӗ

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Итлетӗп тепӗр чух унта сирӗн радиопа ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтернине: ҫумӑрӗ лӳшкетсе ҫӑвать, а вӗсем уяр, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ялти тимлӗ ҫынсем сӑнанах ӗнтӗ, ҫуркунне юр кайса пӗтнӗ вӑхӑтра е кӗркунне ҫумӑрӗ эрни-эрнипех лӳшкесе ҫунӑ кунсенче, ҫырма хӗрринчи ҫӗрсем мӗнле катӑла-катӑла ишӗлсе сарӑлнине!

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех