Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумне (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан пӗр кӗтмен ҫӗртен ман ума пырса тӑчӗ, плавки ҫумне хӗстернӗ кусар пек пысӑк ҫӗҫҫине сасартӑк туртса кӑларчӗ те янахӑм патне тытса: — Тинех эп сана, Ющенко, тӗл пултӑм! Сутӑнчӑк, украинсене улталакан! Эп сана тахҫанах тӗл пулса тӑн кӗртесшӗнччӗ, — кӑшкӑрать ку.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Кивелсе пыраканскерсем хуллен ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса пычӗҫ, сайраланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ун хыҫҫӑн ним пулман пекех чӳрече патне пухӑннӑ ушкӑн ҫумне пырса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫамрӑк йывӑҫа ҫекӗл пек туратпа авса темле май ҫӗр ҫумне ҫирӗплетсе хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Тепӗртакран Вова ҫумне Боцман ят ҫилӗм пекех ҫыпӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Икӗ афганец ҫумне бригадӑна Камчаткӑра симӗс карттус тӑхӑнса ҫӳренӗ Кеша хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Каярах, сӗтел патне пырса, ывӑлӗ илсе килнӗ укҫине шутларӗ, ывӑлӗн пӗрремӗш хут ӗҫлесе илнӗ укҫине амӑшӗ хӑй кӑна пӗлекен вӑрттӑн вырӑна ытти укҫа ҫумне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Куля та ачашланас тесе амӑшӗ ҫумне тӗршӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ун ҫумне чӗн пиҫиххисем сыпрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Улька ҫумне меллӗрех вырнаҫрӑм та вӑл пулас мӑшӑрӗ Улюк салтакран таврӑнса ял пурнӑҫне йышӑнни, хӑйсен юратӑвӗ, пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрас ыйтӑва йывӑррӑн татса пани, ҫавна пула Урал тӑрӑхне тухса кайма тивни, ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине итлеме тытӑнтӑм…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Шиклене-шиклене кашкӑр ҫумне пытӑм, чӗркуҫленсе ларса нӳрӗк ҫӗре чавма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

— Паянах илсе кайма пултаратӑн, эпӗ санӑн, — терӗ Лариса Левентие хӑй ҫумне туртса илсе, хыттӑн чуп туса.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Эпир хӗр ҫумне каятпӑр, эпир хӗр ҫумне каятпӑр! — тесе шавларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Каччӑсем те ир ҫыпӑҫнӑ ун ҫумне.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫулла килти ӗнесен пӑрушӗсем ҫумне тата тепӗр икӗ вӑкӑр туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ача пӳртре каллех амӑшӗ ҫумне йӑпшӑнчӗ, унран уйрӑлма та пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Эпир сак ҫумне ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарнӑн тапранми ларатпӑр, мучи малалла мӗн каласса кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Мучи пӗҫернӗ хӗрлӗ кӑшман шывӗнчен хатӗрленӗ кваса апат хыҫҫӑн ахлата-ахлата ӗҫрӗ, сӗтел хушшинчен тухса кӑмака ҫумне куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Эпӗ мучи хӑй ӑсталанӑ пукана кӑмака ҫумне пырса лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Старик сылтӑм сывӑ урине тӗпленӗ кӑҫатӑ тӑхӑнчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳлерех татнӑ сулахай ури ҫумне «йывӑҫ урине» ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех