Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулхи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулхи (тĕпĕ: ҫулхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл 2023 ҫулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑнасене кӗтеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d3%9 ... %ab%d3%97/

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Нумаях пулмасть Пишпӳлекри Культура керменӗн сцени ҫинче 2023 ҫулхи ҫурхи призывниксен ятӗнчен Антон Тимофеев Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса хӳтӗлеме ҫирӗп сӑмах панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

1944 ҫулта кӑна Совет ҫарӗ тыткӑнран хӑтарнӑ та кӑмрӑк промышленноҫне ӗҫлеме янӑ, 1944 ҫулхи апрель уйӑхӗнче, ӑна йывӑр ӗҫе юрӑхсӑр ҫын пулнӑран, ӗҫрен хӑтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

1942 ҫулхи июнӗн 23-мӗшӗнче, Новочеркасск хули патӗнче, мӑн кукаҫей сулахай аллин тупанне нимӗҫ минин осколокӗпе йывӑр амантнӑ, анчах ҫапӑҫу хирӗнчен кайман, вӗҫне ҫитичченех ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

1941 ҫулхи декабрьтен пуҫласа запасри рядовой Порфирий Константинович Романов нумай ҫапӑҫусенче пулнӑ, вӑл 374 уйрӑм пулемет батальонӗнче 82 миллиметрлӑ миномет расчечӗн командирӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

1941 ҫулхи декабрӗн 6-мӗшӗнче вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Тыткӑна лекнӗ салтакӑн картти ҫине ҫырнӑ тӑрӑх, рядовой Сергей Чернов 87-мӗш стрелковӑй дивизире службӑра тӑнӑ, ӑна 1941 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче Волковыски хули патӗнче вӑрҫӑн тӑххӑрмӗш кунне тыткӑна илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

1939 ҫулхи кӗркунне, Сергей 19 ҫул тултарсан, ӑна Совет ҫарне хесмете чӗннӗ. Унпа пӗрле ҫамрӑк педагог Анатолий Петрович та ҫара кайнӑ. Вӗсене пӗтӗм ялӗпе ӑсатса янӑ. Тӑвансем, кӳршӗсем, ҫамрӑксем пухӑннӑ. Район военкоматне ҫитме, унтан Приютовӑри чугун ҫул станцине ҫитме колхоз «полуторка» грузовик уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

1877 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Миланра Форланини пӑспа ӗҫлекен вертолёт модельне кӑтартнӑ.

15 апреля 1877 года Форланини продемонстрировал в Милане модель вертолёта с паровым двигателем.

Энрико Форланини // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BD%D ... 0%BD%D0%B8

Дэвид Морьен «An Incident in the Rebellion of 1745» (1745-мӗш ҫулхи пӑлхав пӑтӑрмахӗ) (1745 ҫ. ) картини, ӑна ытларах Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу ятпа пӗлеҫҫӗ.

Картина «An Incident in the Rebellion of 1745» (Инцидент восстания 1745-го) (1745 г. ) Дэвида Морье, более известная как Битва при Каллодене.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу (акӑл. Battle of Culloden) — якобитсен иккӗмӗш пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче 1746 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче ҫурҫӗрти Шотландири Инвернесс хула ҫывӑхӗнчи Каллоден ялӗ таврашӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫу.

Сражение при Каллодене ( англ. Battle of Culloden) — сражение, произошедшее в ходе второго якобитского восстания 16 апреля 1746 года в окрестностях Каллодена, селения в северной Шотландии неподалёку от города Инвернесс,

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗ палӑртнӑ тӑрӑх хулара 2 486 941 ҫын пурӑнать.

Согласно переписи населения 2011 года численность населения города составляет 2 486 941 человек.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

1881 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе килӗшӳллӗн Тханӑра 14 пин ытла ҫын пурӑннӑ.

Согласно переписи населения 1881 года в Тхане проживало более 14 тысяч человек.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

1976 ҫулхи совет тапхӑрӗн почта маркки ҫинче сӑнланнӑ пӑрахут - ячӗ паллӑ мар пӑрахут (е пӑспа ӗҫлекен баржа) сӑнӗ кӑна, ӑна А.П. Боголюбов хӑйӗн «Санкт-Петербургри Тинӗс каналне уҫни» картининче сӑнланӑ пулнӑ.

«Ледокол», показанный на советской почтовой марке 1976 года, является повторением безымянного парохода (или паровой баржи), изображенного на картине А.П. Боголюбова «Открытие Морского канала в Санкт-Петербурге».

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

1866 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Финн кӳлмекӗ сийӗн-сийӗн пӑрпа витӗнсен, Тинӗс ведомствин чиновникӗсем «Пайлота» тата пӑра катма кире пуканӗсемпе усӑ куракан «Опыт» пӑрҫӗмрен карапне танлаштарса тӗрӗслевсем ирттернӗ.

В начале ноября 1866 года, когда Финский залив покрылся наносным льдом, чиновники Морского ведомства провели сравнительные испытания «Пайлота» и ледокольного судна «Опыт» снаряжённого гирями для колки льда.

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

1864 ҫулхи акан 22-мӗшӗнче «Пайлот»винт пӑрахучӗ пӗрремӗш хут гавань хыҫне тухнӑ та пысӑк та пӗчӗк рейдсем тӑрӑх пынӑ, анчах пӑр хулӑнӑшӗ ҫӑмӑл пӑрахута Котлин утравӗнчен чылай аякка кайма паман-ха.

22 апреля 1864 года винтовой пароход «Пайлот» впервые вышел на пробу за гавань и прошёл по большому и малому рейдам, однако толщина льда ещё не позволяла лёгкому пароходу значительно удаляться от острова Котлин.

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

Рассказово хулин гербне, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗ 2006 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ муниципалитетсен официаллӑ символӗсене хатӗрлес тата усӑ курас тӗлӗшпе сӗннӗ меслетсемпе (2-мӗш пай, VIII сыпӑк, 45-46 п.п. ) килӗшӳллӗн, палӑртнӑ тӗслӗхсемпе усӑ курса статус кӑшӑлӗпе те усӑ курма май пур.

Герб города Рассказово в соответствии с Методическими рекомендациями по разработке и использованию официальных символов муниципальных образований (Раздел 2, Глава VIII, п.п. 45-46), утверждёнными Геральдическим советом при Президенте Российской Федерации 28.06.2006 года может воспроизводиться со статусной короной установленного образца.

Рассказово гербӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%B1%D3%97

2003 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнчи Тамбов облаҫӗн «Тамбов облаҫӗн гербӗ ҫинчен» N 108-З саккунӑн 4-мӗш статйипе килӗшӳллӗн Рассказово хулин гербне ирӗклӗ пайпа та — Рассказово гербӗн ҫӳлти кӗтесӗ ҫумӗнче Тамбов облаҫӗн гербӗнчен илнӗ фигурӑсемлӗ тӑват кӗтеслӗхпе — усӑ курма юрать.

Герб города Рассказово в соответствии со статьёй 4 Закона Тамбовской области от 27 марта 2003 г. N 108-З «О гербе Тамбовской области» может воспроизводится с вольной частью — четырёхугольником, примыкающим к верхнему правому углу герба города Рассказово с воспроизведёнными в нем фигурами из герба Тамбовской области.

Рассказово гербӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%B1%D3%97

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех