Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулах (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ҫулах «Ялавӑн» 9-мӗш номерӗнче пичетленнӗ некрологра журнал редколлегийӗ Николай Мартынов чӑваш ҫыннин чун-чӗрине ӑста сӑнарласа кӑтартакан талантлӑ ҫыравҫӑ пулнине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫав ҫулах Чӑваш Патшалӑх Канашӗ ирттерекен «Выдающиеся люди вашего района» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Ҫак ҫулах ӑна пӗр шкула ӗҫлеме янӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Пӗтӗм халӑх выҫлӑхпа Мурлӑ чирлӗ пурӑнать, Вӗсем тени мӑнтӑрпа Леш тӗнчепе мӑшкӑлать: Кашни ҫулах выҫлӑхпа Вилӗм кулли ҫын пулать.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫак ҫулах декабрӗн 27-мӗшӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ илме тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Ҫав ҫулах Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ, 3 ҫултан ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Ял халӑхӗ ӑна ҫав ҫулах колхоз председательне суйлать, 15 ҫула яхӑн тӑван хуҫалӑха ертсе пырать вӑрҫӑ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Кашни ҫулах ҫимӗк кунӗ и-ирех вӑратса Апраҫ аппа мана мунча кӗме илсе каять.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аттестат илнӗ ҫулах Аркадий строительство техникумне вӗренме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫав ҫулах вӗсем, хӑйсен пӗрремӗш тата юлашки юратӑвӗн «чечекӗ» сарӑлса ҫитсен, «акана тухма ҫӗрӗ пиҫсе ҫитнӗ» май, студентла-комсомолла туй туса, пиллӗкмӗш курсра вӗренекен Полина Кораблевапа ҫемье ҫавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Варарахран ашшӗне, вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫулах нимӗҫсен хуптӗрне лекнӗскерне (унтан вӑл икӗ хут та тарнӑ пулнӑ), НКВД ҫыннисем решетке чӳречеллӗ машинӑпа килсе тытса кайрӗҫ, ҫулталӑклӑха таҫти хӑямата ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав ҫулах салтакран Ула Тимӗр ашшӗ таврӑнчӗ, ача ҫуратман, пӗччен пурӑнакан тӑлӑх салтак арӑмне качча илсе ҫемье ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина мунчана пахчара, карта ҫумӗнчи кашни ҫулах вӗлтрен пусса илекен лапам вырӑнта лартма сӗнчӗ, анчах ҫакна Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ кӑна мар, ялти ватӑсем те хирӗҫлерӗҫ: вӑл вырӑнта ӗмӗрсем-ӗмӗрсем каяллах Христос тӗнне йышӑннӑ ял ҫыннисен часавайӗ ҫуталса — шуралса, пӗлӗтелле, Турӑ ытамне кармашса ларнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав ҫулах ҫакӑн йышши машинкӑн пӗрремӗш патентне акӑлчансен патша майри Анна Генри Милл валли ҫирӗплетнӗ.

В том же году первый патент на машину такого рода был выдан английской королевой Анной Генри Миллу.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Пирӗн совет ҫӗрне фашистла Германи сӗмсӗррӗн тапӑннӑ ҫулах, 1941 ҫулта, сӑвӑҫ Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫне хурать.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Ҫав ҫулах вӑл виҫӗ ҫура ҫураласа панӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Массӑллӑ чупӑва кашни ҫулах ертӳҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Ку вӑрман хӑйне лартса тӑкакланнӑ укҫана виҫҫӗмӗш ҫулах халӑха тавӑрса пама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Вӑл чир вӑрманта кашни ҫулах «алхасать».

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кашни ҫулах пӗрле ӗҫлесе хӑнӑхнӑран тата хӑйсене питӗ хӗрхенсех хакланӑран, вӗсем пурте хӑйсен пурнӑҫ шӑпи ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа кӑтартма васкатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех