Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуланса (тĕпĕ: ҫулан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сывлӑх сунатпӑр, кил хуҫисем! — Найденов хӑйӗн ҫуланса пӗтнӗ кепкине хывса тытрӗ те вирелле тӑракан ҫӳҫ пайӑркисене шӑлса якаткаларӗ.

— Здравствуйте, хозяева! — Найденов стащил свою промасленную кепку, приглаживая поднявшиеся торчмя вихры.

25-мӗш сыпӑк // .

Ҫак йӗкӗт вӗсем патне пырса тӑрсанах унран сасартӑк вӑйлӑн та тутлӑн хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн шӑрши мӗншӗн ҫапнине Давыдов каччӑ ҫапла каласан тин ӑнланса илчӗ: йӗкӗтӗн ҫуланса пӗтнӗ сӑран курткине ҫав сирсе сирӗлми тутлӑ шӑршӑ витӗрех витсе илнӗ-мӗн.

И только тут Давыдов понял, почему, когда подошел к ним парень, вдруг пахуче и сладко дохнуло от него подсолнечным маслом: его промасленная кожаная куртка была насквозь пропитана этим невыветривающимся вкусным запахом.

21-мӗш сыпӑк // .

Ҫакӑн чухлӗ нумай халӑхлӑ пуху умӗнче сӑмах калама именнипе, вӑл, калаҫнӑ хушӑра хӑй ӗҫре ҫапа-ҫапа лапчӑтса пӗтернӗ хуп-хура аллинчи тӗтӗм-сӗрӗмпе хуралса, ҫуланса пӗтнӗ ҫӗлӗкне ҫавӑркаларӗ.

И все время вертел в черных, раздавленных работой руках замаслившийся от копоти треух, робея говорить перед столь многолюдным собранием.

21-мӗш сыпӑк // .

Майданников ҫуланса пӗтнӗ ҫырмалли пӗчӗк кӗнекине туртса кӑларчӗ, кукӑрткаласа ҫырса тултарнӑ кирлӗ страницӑсене васкавлӑн шырама пуҫларӗ.

Майданников достал засаленную записную книжонку, торопливо стал искать исчерченные каракулями странички.

9-мӗш сыпӑк // .

Анчах ман ӑна курас та килмест, мӗнпур хӑтланчӑшӗ-йӑли, тӑртанса-ҫуланса тӑракан физиономийӗ ытла та путсӗр туйӑнать.

Но мне была противна вся его повадка и мясистая, глянцевитая физиономия.

3 сыпӑк // .

Малтанхи страницисем темле ҫуланса пӗтнӗ, кӑранташ вара сарӑ та витӗр курӑнакан хут ҫине аран-аран ҫеҫ леккеленӗ.

Первые же страницы были залиты каким-то жиром, и карандаш чуть проступал на жёлтой прозрачной бумаге.

Улттӑмӗш сыпӑк // .

Палуба ҫинче пӗр ача аппаланать, вӑл шалҫа пек вӑрӑм, ҫийӗнче — ҫуланса кайнӑ матрос тумтирӗ, йӗмне чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ, аллинче — наждак хучӗ, унпа вӑл ахаль те хӗвел пек ялтӑракан пӑхӑра тата та сӑтӑрать.

А на палубе длинный, как жердь, мальчишка с завернутыми по колено штанами, в замасленной матросской робе наждачной шкуркой надраивал медяшку.

15 сыпӑк // .

Вӗсем чӗнтӗрлӗ хулӑм карлӑка тин ҫеҫ сӑрласа пӗтереҫҫӗ; милиционерсем те халӑха тилмӗрсех тӑраҫҫӗ, кӗпӗрленмесӗр, чарӑнса тӑмасӑр, тӗрткелешмесӗр иртсе ҫӳреме асӑрхаттараҫҫӗ; ҫуланса хӑрӑмланнӑ хура каччӑ та, йывӑр утюгне утланса, каллӗ-маллӗ ҫӳреме пӑрахман-ха кунта, — машина ҫынсем умӗнче вӑйӗпе мухтанса, пӑсланса тӑракан асфальта якатать; ҫав вӑхӑтрах кӗпер варрипе машинӑсем иртеҫҫӗ, кӗпер ик хӗррипе утма ҫулсем тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫын хӗвӗшет.

Они докрашивали толстую фигурную решетку; еще просили не скопляться и проходить, не толкаясь, милиционеры; еще разъезжал на своем тяжелом утюге взад и вперед закоптелый парень, красуясь перед народом послушной силой своей машины, разглаживая дымящийся асфальт, а посредине уже легко мчались машины, и люди прогуливались по мосту, переходя с берега на берег.

2 сыпӑк // .

Фабзавучра юлашки вӑхӑтсенче тӗл пулнӑ чух вӑл ҫаврака питлӗ, ҫирӗп ӳт-пӳлӗ хӗрача пулнӑ, ашшӗн ӗҫе ҫӳремелли ҫуланса пӗтнӗ пиншакне тӑхӑнса унӑн ҫаннисене тавӑрса, мӑнкӑмӑлланнӑ пек пулса ҫӳренӗ, анчах халӗ вӑл пачах та урӑхла пулнӑ ӗнтӗ.

В этой легкой, свежей, изящной девушке было очень мало от того круглоликого, румяного и грубоватого подростка, крепкого, как гриб боровичок, важно ходившего в засаленном отцовском рабочем пиджаке с закатанными рукавами, каким она была в год их последних встреч в фабзавуче.

10 сыпӑк // .

Ирхи сивӗпе унӑн тутисем кӑштах кӑвакарнӑ, анчах темӗнле ырӑ этем ун ҫине ҫуланса пӗтнӗ ваткӑллӑ фуфайка пӑрахнӑ та, ача тӗлӗкре тӗлӗнмелле ырӑ кулкаласа выртнӑ.

Его губы немного посинели от утреннего холода, но какая-то добрая душа набросила на него просаленный ватник, и мальчик во сне улыбался таинственной, блуждающей улыбкой.

22 сыпӑк // .

Ҫуланса тӑракан куҫ хупанкисем тачка, куҫӗсем пачах путса кӗнӗ (М.Ухсай, 158 с.);

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех