Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуккине (тĕпĕ: ҫукки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех Путинпа Рахмон РФ килекен ӗҫ мигранчӗсен, ҫав шутра Таджикистанран та, таврашӗнчи лару-тӑрӑва искусствӑлла майпа хӗсӗрлеме хӑтланни, пӗрле преступлени тӑвассине тата икӗ ҫӗршыври халӑхсем хушшинчи хутшӑнусене сиен кӳрес ҫуккине шанса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путин Таджикистан президенчӗпе Рахмонпа телефонпа калаҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3755443

Шарлакан-тӑвакан ҫуккине кура, кӑштӑртатса хывӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл та, ытарма ҫуккине курсан, самантра мӑкӑрланма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытарма ҫуккине курсан, ялан темле вӗри шыв, лакӑртатса вӗрекенни, капланса пырса кӗрет ман чӗрене.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вара, интерната та, ӗҫе те каймалла маррине, унта эсӗ ҫуккине аса илсе, кӑштӑртатса ҫӳренӗ май хамах майӗпен кӗшӗклесе ярап.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ӗненес килмест пӗчӗк этемӗн хӑйӗн амӑшӗ ҫуккине.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шевченко старшина кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Анкартисем хыҫӗпе чупа-чупа, ялтан тухать вӑл, ҫул ҫинче тӑрантас йӗрри пуррипе ҫуккине тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Санаторине кайма укҫа чылай кирлине те, килте ун чухлӗ укҫа ҫуккине те лайӑхах пӗлнӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вара Петр Петрович чирлисем татах пуррипе ҫуккине хӑй тухса тӗрӗсленӗ, ун хыҫҫӑн тин киле кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юлташӑн нимле йӑмӑкӗ те ҫуккине питӗ лайӑх пӗлетӗп ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл салтак тумӗпе тата икӗ туяпа пулнӑ, кил хуҫисем унӑн хӑрах ури ҫуккине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тен, вӑл ывӑлӗ тӗнчере урӑх ҫуккине ӗненмен те пуль, ӑна пурпӗрех кӗтнӗ пуль, кирек мӗнле пулсан та, киле таврӑнасса шаннӑ пуль?

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вара мана таҫтан полонез кӗвви илтӗнсе кайнӑ пек туйӑнчӗ, анчах тимлӗрех итлесе пӑхрӑм та таврара нимӗнле музыка та ҫуккине ҫийӗнчех чухласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Аталану ҫуккине пула кунти тӑрӑх юхӑнса юлнӑ, ҫакена Китай ҫутҫанталӑк тӗпчевҫи Сюаньцзан палӑртса хӑварнӑ.

Упадок привёл к запустению, отмеченному китайским естествоиспытателем Сюаньцзаном.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Пусӑм тусах палӑртрӗ: пирӗн пӗр-пӗринпе алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлеме вӗренмелле — ҫивӗч ыйтусем чылай чухне шӑпах ведомствӑсен хушшинче тачӑ ҫыхӑну ҫуккине пула ҫуралаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

— Санӑн шӑллу ҫуккине пӗлетӗп-ха.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Йӗрки ҫуккине хамах пӗлетӗп, мӗн каласси, — хӗрарӑм умӗнче ҫӗрулми шуратса ларма аван мар пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа ҫӗрулми витрине кӗтесерех шутарчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арманта ҫын пуррипе ҫуккине пӗлесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗр кашкӑрне ҫара аллӑнах ярса илеес ҫуккине малтанах туйса тӑнӑскерӗн ял Советӗнче икӗ сехете яхӑн питӗрӗнсе лармалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех