Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнтернӗ (тĕпĕ: ҫитӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑр пулсан та тӳснӗ амӑшӗ, ачисене тивӗҫлӗ воспитани парса ҫитӗнтернӗ, вӗрентсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Мӑшӑр 3 хӗрпе 3 ывӑл ҫуратса ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

Упӑшкипе, Николай Николаевичпа, хӗрпе ывӑл ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Владимир ывӑлне тӗрӗс пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӑл амӑшӗ пекех врач пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӗнерпуҫӗнчи медсестра // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/sh ... -medsestra

Паян ҫӗр ӗҫченӗн тӗллевӗ - ҫитӗнтернӗ тыр-пула тӗппипех тата вӑхӑтра пухса кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Владимир Петровичпа вӗсем виҫӗ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Икӗ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, Ирина хӗрӗпе Владимир ывӑлӗ — иккӗшӗ те педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем.

Куҫарса пулӑш

Павлов Иван Владимирович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... %BE%D0%B3)

Павловсем виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ, вӗсен тӑватӑ мӑнук тата мӑнукӗсен пӗр ачи пур.

Павловы воспитали трёх дочерей, у них 4 внука и 1 правнук.

Бриллиант туй алӑкӗ умӗнче // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... he-3642634

Совет шкулӗ, совет халӑхӗ, Коммунистсен партийӗ вӗрентсе пӑхса ҫитӗнтернӗ юмахри пек пӗлӗт паттӑрӗсем — Юрий Гагаринпа Герман Титов Ҫӗр тавра, сывлӑшсӑр ҫӳллӗхрен вӗҫсе, ӑнӑҫлӑн каялла ҫаврӑнса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Мӑшӑр икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫуратса пӑхса ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Мероприятие хутшӑнакансем ачасем воспитательсемпе пӗрле ҫитӗнтернӗ калчасемпе тата ытти куравсемпе интересленсе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Кашни ҫулах ҫуракине кӗске вӑхӑтра ирттерсе пысӑк тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Мӗншӗнни паллӑ — «Красный Октябрь» ҫулсерен пысӑк тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтернӗ, патшалӑх умӗнчи тивӗҫне те кашни ҫулах палӑртнинчен чылай ӳстерсе пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Питан Тимошӗ паян какайлӑх ҫитӗнтернӗ вӑкӑрне пуснӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн аттене те асанне пӗччен пӑхса ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Тата — асфальтлӑ ҫулӑн икӗ айӑккипе лартса ҫитӗнтернӗ, тавралӑха илем кӳрекен те мӗн пур чӗр чуна та кайӑк-кӗшӗке кирлӗ таса кислород кӑларакан йывӑҫсемпе киленме.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шывне вӑл кашни виҫӗ кунта улӑштарса тӑчӗ, хӑй тӑрӑшса-тимлесе ҫитӗнтернӗ чечек вӑй та шанчӑк парса тӑтӑр терӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр шӑнкӑрч ҫемйи чӗпӗ ҫитӗнтернӗ вӑхӑтра кӑна темиҫе пин хурт-кӑпшанкӑ пӗтерет Мӗн чухлӗ усӑ кӳрет!

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Малтан вӗсем пурте «Гигант» колхозра тӑрӑшнӑ, уй-хир культурисем ҫитӗнтернӗ, выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗ туса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d1%8 ... %bb%d3%91/

Кӑмӑл пуррисем пирӗн тӑрӑхра ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх продукцийӗпе паллашма, халӑх промыслӗн ӗҫӗсене хаклама пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин кунӗ пулать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%87%d3%9 ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех