Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнсе (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сайра хутра юрра юрлать унӑн чӗлхи (Ӗҫҫыннишӗн юрӑн пит паха сӑмаххи): «Аслӑ улӑхра утӑ ҫултӑмӑр Ҫавасем ҫине эпир тайӑлса, Ҫитӗнсе ҫитсе арӑ пултӑмӑр Атте-апписем ҫине тайӑлса».

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗпписем ҫитӗнсе, тӗрекленсе ҫитнипе савӑнаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ ҫӑмӑл ҫунатсем.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫапла, Александр Григорьевичӑн аса илмелли те, ҫитӗнсе пыракан ӑрушӑн усӑллӑ канашсем те сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Паллах, ку тӗлелле, ҫиррӗмӗш ӗмӗрӗн 50-60 ҫулӗсенче, Совет Союзӗнче 30-мӗш ҫулсенче ҫӗкленнӗ пӗтӗм тӗн тӗнчине кисретекен, ишӗлтерекен-аркатакан урма-сурма «ҫил-тӑвӑл» самаях лӑшланнӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗтӗмӗшле халӑхӑн, уйрӑмах ҫитӗнсе пыракан ҫӗнӗ ӑрусен сӗмне, чун-чӗмне «тӗн вӑл халӑх ӑстӑнне минретекен сӗрӗм» текен ӑнлава тати-сыпписӗр сӑрхӑнтарас, унта цементлесе хытарас хавха халӗ те иксӗлмерӗ, сӳнмерӗ: Турра хирӗҫле пропаганда урӑх, ҫӗнӗ япаласемпе, витӗмлӗрех меслетсемпе ҫак ӗҫе «чӗрӗ сывлӑш вӗрсех тӑчӗ», «карласа ҫунакан кӑвайтах ҫавӑрчӗ»…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗршӗн пурнӑҫ ҫути самантрах тӗксӗмленсе ларчӗ: ҫитӗнсе ҫитнисен ӑс-тӑн шайӗпех мар пулин те, шалти ҫутҫанталӑк хывнӑ сӗмӗпе вӑл хӑйне мӗн тери йывӑр, пысӑк ҫухату кӗтнине лайӑхах туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрманта пӗччен юлсан, Ҫӗр полюсӗсене йывӑҫ хупписен майлашӑвӗ е мӑк хӑш енчен ҫитӗнсе купаланни тӑрӑх пӗлме май пурри ҫинчен илтнӗччӗ-ха вӑл, анчах ку паллӑсем хӑйсем те халӗ ӗнтӗ каҫ сӗмлӗхӗпе хупланса, шӗвелсе, пач курӑнмиех уҫӑмсӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арӑмсӑр пурнӑҫ хаваслах мар пулин те, ҫав телее урӑх хӗрарӑмра шырамарӗ вӑл, ҫемье ӑшшине ҫитӗнсе пыракан хӗрӗнче курчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эх, амӑш, амӑш, савнӑ Улька, хӗрӳ ҫитӗнсе ҫитнине кураймасӑрах сивӗ ҫӗр айне кӗрсе выртрӑн, мана тӑлӑха хӑвартӑн, — хӑй сисмесӗрех сасӑпа калаҫса илчӗ Владимир Сергеевич, — эсӗ пурӑннӑ пулсан Польӑн кун-ҫулӗ те урӑхла пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ашшӗ-амӑшӗ халь те ӗнтӗ Митюка, салтака кайиччен ҫӳресе юлтӑр тесе, купса ачи пекех капӑр тумлантарчӗҫ, тутлине илсе ҫиме укҫине те шеллемерӗҫ, анчах ҫитӗнсе ҫунатланнӑ йӑвари кайӑк ҫав-ҫавах, хӑйне ҫуратнӑ кайӑксем тӑрантарасса кӗтсе, ҫӑварне карса ҫеҫ ларать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Унсӑрӑн мӗнле ӑнланмалла-ха ҫакна: Митюк ҫитӗнсе пынӑ май унӑн пат чӗлхи Ҫӗрпӳ урлӑ Канашаллах тӑсӑлса кайрӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Кунта, вӑн, шӑллупа йӑмӑку ҫитӗнсе пыраҫҫӗ, пӳрчӗ пирӗн ахаль те тӑвӑр.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Манӑн чӗпӗсем ҫитӗнсе ҫитрӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сисмӗпӗр те, ак тем пысӑкӑш ҫитӗнсе кайӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫапла, хӗрӗм, эсӗ ӗнтӗ ҫитӗнсе хӗр пултӑн, санран пытарма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тепрер эрнерен ҫитӗнсе тӗрекленнӗ чӑхсене ҫӗнӗ ҫурта куҫарма та юрать.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӗпӗсем вара, ой, пӗлетӗр-и, мӗнлерех ҫитӗнсе кайрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӗпӗсем ҫитӗнсе ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӗпӗсем ҫитӗнсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗлетӗн-и, мӗнлерех ҫитӗнсе кайрӗҫ пирӗн чӗпӗсем.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эсӗ ҫитӗнсе сарӑлнӑ вара.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех