Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнта чипер чӳлмексемех тума хӑнӑхса ҫитнӗччӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пӳрчӗ кивелсе ҫитнӗччӗ Кӗҫтукӑн — кивӗ пӳрчӗпе юнашар ҫӗнӗ пӳрт, чул ҫурт купалама тытӑнчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Вӑт-вӑт, ҫак сӑмахсене каласси патне ҫитнӗччӗ те эпӗ, — пуҫне сулса илет Григориу.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса тухнишӗн кӑшт каҫару пекки те ыйтрӗ, анчах ку вӑхӑталла Мӗтри пӑртак ӑсланса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, унӑн сӑмахне ӗненсех каймарӗ.
Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html
«Тӗлӗнмелле те, срочнӑй служба хыҫҫӑн та ҫакнашкалах пулса тухрӗ. Ҫуралнӑ кил ытамне аннен уявӗ вӑхӑтӗнче ҫитнӗччӗ», - кӑмӑллӑн пӗлтерчӗ вӑл.
Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet
Ҫакӑн майлӑ шухӑш патне ҫитнӗччӗ Валерия Ивановна летчикпа виҫҫӗмӗш хут тӗл пуличчен.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Апат хыҫҫӑн аттесем пӳртре татах калаҫса ларчӗҫ Чылай вӑхӑт ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, юлашкинчен атте ура ҫине тӑчӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
«Сире хӗрхеннӗ эпӗ ун чухне, ҫавӑнпа хамӑн туйӑма тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ», — ку сӑмахсем чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ, анчах вӗсене каялла ҫӑтрӑм, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек каласан Аркаш умӗнче мухтаннӑ пекрех пулассӑн туйӑнчӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хамӑн ман отпуск вӗҫне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ: фермӑра ӗҫлекен хӑш-пӗр ҫынсенчен пушар ҫинчен ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн кӑнтӑр тӗлӗнче чӑматана ҫӗклесе район центрне тухса кайрӑм.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Каччӑ хӗре ҫав тери ӑшӑ сӑмахсем каласшӑнччӗ, чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ ҫав сӑмахсем, анчах ӑна тем пулчӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Питӗ халсӑрланса ҫитнӗччӗ ҫав Аҫтӑрхан текенни.
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл питӗ вӑясӑрланса ҫитнӗччӗ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Атӑл урлӑ каҫсан тепӗр кунне ман пата чӑвашсен аякри ҫӗрӗнчен, кӑнтӑр енчен, пӗр хӗр сиктерсе ҫитнӗччӗ.
Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ахальтен хуҫа патӗнче пилӗк ҫул тертленмен ҫав, ӑнӑ йӑлтах пӗлсе ҫитнӗччӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав кунхине Укапи ҫак юмӑҫ карчӑкне хӑй аллипе ҫурса тӑкас патнех ҫитнӗччӗ.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Машина патне ҫитнӗччӗ кӑна — чӑнкӑрр! турӗ алӑк тӑрринчи шӑнкӑрав.
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
Ҫу хӑйӗн шӑпи пӳрнӗ ӳсӗм вӑхӑчӗпе шӑп та шай «пӗве кӗрсе ҫитнӗччӗ» ӗнтӗ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Каҫса ҫитнӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк хулан пӗр евӗрлӗ сӗрлевне пуртта лаптак хӑйрапа вӑрӑммӑн хӑйраса илнӗ пек сасӑ касӑнса кӗчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑл пӗрремӗш хута та анса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, хыҫалта, ик-виҫӗ утӑмрах, хӗр сасси, ытла та палланӑ, тӑван, хыпкаланчӑк, шӑнкӑрти йӑваш сасӑ илтӗнсе кайрӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пусма картлашкисемпе улӑхнӑ пек, анчах урана ураран ирттереймесӗр, хашка-хашка, пашка-пашка, вӑштӑр-вӑштӑр, чӑш-чаш авӑнакан чӑтлӑх хӑва, ҫӳҫе вуллисемпе тураттисенчен ҫакланкаласа-туртӑнкаласа, йӑтӑнакан ҫыранӑн ҫуррине хӑпарса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк сылтӑм алӑри ҫатрака турат хӑйӗн амӑш вуллинчен чашш! чӗрӗлчӗ те кайрӗ!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.