Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитер сăмах пирĕн базăра пур.
ҫитер (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Матрена Игнатьевна, каҫхи апат ҫитер пире, — общежитине кӗрсенех хушрӗ ӑна Богданов.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрӗ, вырӑна ҫитер — курӑнать…».

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Пӳрт тӑвакансене апат пӗҫерсе ҫитер.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Такамшӑн та паллӑ ӗнтӗ: пули-пулми ӗнене хӑть ҫитер, хӑть ан ҫитер, унран пурпӗрех йӗркеллӗ сӗт илесси пулмасть.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апла тӑк хӑвӑртрах ҫитер мана ун патне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Апла-тӑк атьӑр малтан пурте сирӗн яла ҫитер, вара ҫак хурахсене суд тӑвӑпӑр та патька-патша патне пӗрле кайӑпӑр, — сӗнчӗ вӗсене чӑваш хӗрӗ-ҫарпуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗр ҫын: «Пире килтен илсе тухрӑн — илсе ҫитер патька-патша патне», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫук, яла ҫитер, унта канӑпӑр-ха, акӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ пире уншӑн телей ҫӗршывне — Шурӑ патшалӑха илсе ҫитер».

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эй, аслӑ турӑ, эй, пурне те куракан Танкӑр, эсӗ пурне те илтетӗн, пурне те пӗлетӗн, ҫитер ҫав ирсӗр йӑх пуҫне ман ылхана!»

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эй, аслӑ Турӑ, эй, пурне те куракан Танкӑр, эсӗ пурне те илтетӗн, пурне те пӗлетӗн, ҫитер ҫав ирсӗр йӑх пуҫне ман ылхана!..»

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эй, аслӑ Турӑ, эй, пурне те куракан Танкӑр, эсӗ пурне те илтетӗн, пурне те пӗлетӗн, ҫитер ҫав ирсӗр йӑх пуҫне ман ылхана!..

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана эсӗ кукӑль-икерчӗ пӗҫерсе ҫитер, тата пӳрте-ҫурта тирпейлесе тӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Пӳлӗме тирпейлесе тӑр тата кукӑль-икерчӗ пӗҫерсе ҫитер мана.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

— Айта хӑвӑртрах, хӑваласа ҫитер вӗсене, — каччӑ аллисене хӑйӗн ҫумӗнчен уйӑрчӗ Клава.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫапла, халӗ ху мӗн тума пултарнине туса ҫитер, анчах ыран тул ҫутӑлнӑ тӗле вӗренекенсен комсомол организацин секретарӗ пирӗн патӑмӑртан янӑ ҫынпа тӗл пулса тухмалла.

Так вот, сделай все, что можешь, но завтра на рассвете секретарь организации школьников должен выйти на свидание с посланным от нас.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куҫа уҫса пӑхма ӗлкӗретӗп кӑна — радио сасси хӑлхана кӗрет: физзарядка тума тытӑн, урусене хулпуҫҫи анлӑш сар, аллусене ҫӗкле, сылтӑм аллуна сулахай уру пуҫне, сулахай аллуна сылтӑм уру пуҫне ҫитер

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

— Хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитер, эпӗ Сергей Петровича кӗрсе вӑратам.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Завод хуҫин управляющине икӗ пулӑштух эрех тыттарчӗ те: — Хуҫалан. Ӗҫтер, ҫитер. Тепре хӑҫан килетӗр? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эс ху та ун саламне мӑрсасем патне ҫитер ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех