Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитерет (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗр вӑл пире ҫитерет, ӗҫтерет, тумлантарать, — терӗ старик, ӗҫлеме чарӑнмасӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Михха халӑха ҫаратмаллипех ҫаратма тытӑннӑ, хӑй патӗнче ӗҫлекен бурлаксене, рабочисене ним намӑсне пӗлмесӗр куҫӑнах улталани пурне те тарӑхтарса ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑй илнӗ Михха, юлашкинчен, Жомини баронӑн именине сутӑн илме те хӑват ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тӳрех килне илсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Асар-писер вӑйлӑ ҫил вут пуҫҫисене аякран аякка вӗҫтерсе каять, хушӑран Палас урлӑ каҫса, Сахар сачӗ патне те илсе ҫитерет, кӗҫ-вӗҫ тӑпӑлса тухас пек силленекен йывӑҫсем ҫине тӑка-тӑка хӑварать…

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей вара хӑй ӑшӗнче: «Эй, чее те вара шуйттан Сахарӗ. Ӑс ҫитерет, шельма», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара, ӑна илӗртсе, кутӑн утса, хапхаран тухать, сӗллине урамра ҫитерет, ҫав хушӑрах хапхине те хупма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

– Журналист пурнӑҫне чӑнлӑха халаллать, информацие халӑх патне чи малтан ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

Сӗте тӳрех пахалӑх енчен тӗрӗслеме вырнаҫтараҫҫӗ, енчен те кӑлтӑксем пулсан, тӳрех хыпарсене автоматика оператор патне илсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

— Ҫук, атаман мана паян хӑйӗн тирӗкӗнчи пӑтта ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисем «хырӑм выҫҫи кулачӑ ҫитерет» тенӗ пек, ҫак тӑманасем кайӑксене тытса ҫиме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Леш чарлан хӑйӗн чӗпписене пулӑ ҫитернӗ пекех валеҫсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Анчах халь ҫӗре ларса мар, вӗҫнӗ ҫӗртех ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Черетӗн, пӗчӗккӗн ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Юрать лаши ӑслӑ пулнӑ: конюшнине илсе ҫитерет ҫакна.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫук ӗнтӗ, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫнех ҫитерет Альберт.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Чӗтрекен аллисемпе вӑл ҫав каптӑма йӑтса ҫитерет те малтанах чавса хунӑ шӑтӑка вырнаҫтарать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кукамай аппана икерчӗ ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫарана анчӗ те лашине ҫитерет, чылай вӑхӑт ҫитерсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех