Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗплетрӗ (тĕпĕ: ҫирӗплет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мероприятисене 100% ытла пурнӑҫлӑпӑр, укҫан 99% усӑ курӑпӑр — кӑштах перекет пулӗ», — ҫулталӑка ӑнӑҫлӑ вӗҫлессине ҫирӗплетрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Дмитрий Иванович республикӑра инфляци 6,2% танлашнине ҫирӗплетрӗ — Раҫҫей шайӗнчи кӑтартуран /6,6%/ пӗчӗкрех.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Пухнӑ укҫа виҫине иртнӗ ҫулсемпе танлаштарса хакларӗ те — ачасене пулӑшасси ҫуллен вӑй илсе пынине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Комитет ертӳҫи Моляков пек аксакалсем валли урӑх награда пулассине ҫирӗплетрӗ — тивӗҫлӗ саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Шел те, хурав пулмарӗ тесен те юрать: «и.о.» Сӗнтӗрвӑрринчи шкул паян ӗҫленине кӑна ҫирӗплетрӗ, Сад микрорайонӗнчи шкулти ӗҫ-пуҫа вара вӑл пӗлмест-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Унта Татьяна ятарлӑ училищӗре суту-илу ӗҫне вӗренчӗ, экзаменра лайӑх пӗлӳ илнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ара, республикӑри тӳре-шара айӑплава пӑрахӑҫлама тивӗҫлӗ сӑлтав ҫуккине темиҫе те ҫирӗплетрӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫак хавхаланупа вӑй илсе Наташӑпа Римма та, вӗсене виҫҫӗмӗш участок пуҫлӑхӗ сварщиксене пулӑшма ҫирӗплетрӗ, чупсах тӑрӑшаҫҫӗ, васкавлӑ кабельсен, лесасен пахалӑхне, трансформаторсене тӗрӗслеҫҫӗ, тимӗр шӑратса ҫыпӑҫтаракансене электродпа тивӗҫтереҫҫӗ, апат умӗн буфета кайса черет йышӑнаҫҫӗ е ӑна-кӑна туянса килсе параҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫутӑ пит-куҫӗ вӑл ҫамрӑк яш пулнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Дежурнӑй Ермолай сӑмахне ҫирӗплетрӗ те вӑл район центрне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Тӗп-тӗрӗс, хӗрача форми», — ҫирӗплетрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Петухов та ҫирӗплетрӗ: «Сана, кирлӗ специалиста, бронь пачӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку рекордла кӑтарту тесе ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Вӑрнарсем иксӗлми хастарлӑхпа палӑрса тӑнине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

— Ҫапла, пӗлсе пӗтереймӗн, — ҫирӗплетрӗ географ.

— Да, все может случиться, — подтвердил географ.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫакна чӑваш салтакӗн ҫарти тусӗ Иван Дзетовецкий сержант та ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

«Ик-виҫӗ кунлӑх ҫеҫ юлчӗ. Живо-два пӗтет», — ун сӑмахне ҫирӗплетрӗ Шӗшлӗ Иванӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

ПР пичет тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен агентствин ертӳҫин ҫумӗ Марат Газизов журналистсем «Атайсал» пирки ҫырнисӗр пуҫне, хӑйсем те чылай проектӑн пуҫаруҫисем пулнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Спорт министрӗ Василий Петров «Белые камни» лагерь ҫапла ӗҫлессине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова ачасен пӗр пайне лагерьсенче канмалли тӳлевсӗр путевкӑсемпе тивӗҫтернине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех