Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫерем сăмах пирĕн базăра пур.
ҫерем (тĕпĕ: ҫерем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла ыйтусем парса минретсе ҫитерсен вӑл ҫерем ҫине урине явса ларатчӗ, пушшине юнашар хуратчӗ те мана фронтри ҫапӑҫусем ҫинчен аса илсе каласа пама пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Куҫа уҫса ятӑм пек те — симӗс ҫерем ҫинче тухӑҫ еннелле пӑхса выртатӑп иккен эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Нетӳк аппа лаша ураписем тунӑ хулӑн тусанлӑ урам варрипе мар, курӑклӑ ҫерем айккипе, хулпуҫҫи ҫине ҫавине уртса, апат хутаҫҫине йӑтса Хир касси урамӗпе пӑрҫа уйӗ еннелле васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ялта кашни кал-кал ӗҫлет, Кӗрхи куна кӗтсе илет: Лавруш Ляви лаша кӳлет, Муҫҫей мучи мунча сиплет, Куршук Куҫми хире тухать, Комбайнер вӑл, ыраш вырать, Катиҫ Калли ҫӗртме тӑвать, Ҫӗртме тӑвать, ҫерем уҫать.

Куҫарса пулӑш

Санюк Санькки кӑна выртать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Раман ҫунтарса яракан хӗвелтен пытанса, ҫирӗк сулхӑнне ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чалт сикрӗ те Улька Ҫтаппан мӑйӗнчен пӗррех уртӑнчӗ, лешӗн кӑп карӑннӑ хулӑн тутинчен чуптуса пӗтерчӗ, унтан, пуҫне ик аллипе ярса илсе, ҫерем ҫине лаплатса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Утса ӗшеннӗ ҫынсенчен хӑшӗ ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӗ, хӑшӗ чӑнах та чечек татма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вара ҫерем тӑрӑх ҫывӑхри вӑрман кӗтессинелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Таҫта ҫавӑнта, вӗҫленмен ҫерем варринче, витӗр ҫилсем, ҫумӑрсем, юрсем айӗнче унӑн упӑшки выртать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗлпи вӗрентнӗ пек, Эсекел те хутшӑнса юрлама, ҫерем ҫинчи пекех ташлама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вилес ҫӗленле тӑшман урчӗ: Суранлӑ ҫерем вистенет.

Куҫарса пулӑш

Фронтовик сӑмахӗ // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Аяларах, Быстрая юханшыв хӗррисемпе, шыв илекен улӑх тата выльӑх ҫӳремелли ҫерем.

Ниже, по берегам реки Быстрая, заливной луг и луг для выпаса скота.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсен вырӑнне яваплӑ инвесторсем тупӑннӑ хыҫҫӑн лав тинех вырӑнтан тапраннӑ, «ҫерем уҫассипе» округри ҫӗр ӗҫченӗсем Чӑваш Енре малтисен ретне тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Хурланатӑн пулсан, кунта пӗр-пӗччен уткаласа ҫӳре те, авкаланчӑк ҫул хӗрринчи ҫерем ҫине тӑсӑлса пӗр хушӑ ним хускалмасӑр вырт та, сан хуйху-суйху сӗврӗлнӗ пек пулать, ҫӑмӑлланать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак тӑкӑрлӑк тӑрӑх, ем-ешӗл ҫерем ҫийӗн, мӗн чухлӗ чупса ҫӳремен-ши Якур?

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле сукмак хӗрринчи ҫерем ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Дояркӑсем ҫерем ҫинче лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗнесем тӑракан вырӑна типтерлесе, шӑлса, тасатса пӗтерсен, дояркӑсем ҫырма хӗрринчи ҫерем ҫине тухса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем вучах умӗнчи ҫерем ҫинчех ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур ҫерем тӑрӑх капла ҫаруран чылайранпа ҫӳременччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех