Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑнчӗ (тĕпĕ: ҫапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ трюмо ҫине кайса ҫапӑнчӗ — тӗкӗр чӑнкӑртатса саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑхӑрнӑ евӗр сасӑ илтӗнсе кайрӗ те аякра мар ларакан йывӑҫ ещӗк хуппине темӗскер вирлӗн пырса ҫапӑнчӗ, шӑтарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ак вӑл яка пӑр ҫинче яри шуса ӳкрӗ, пуҫӗпе хытӑ ҫӗре пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюк такӑнас мар-ха тесе, пуҫне ҫӗклемесӗр утса пыраканскер, сасартӑках пӗр йывӑҫ умне пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мӗнле чул пырса ҫапӑнчӗ ӑна?

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Каллех килсе ҫапӑнчӗ леш, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Такам ураран ӳкрӗ, тахӑшӗ вӑрҫса илчӗ, пите тахӑшӗн пуҫӗ пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

…Саня ҫӗркаҫ киле ҫитсенех Меркурие пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫенӗкре, пите уҫӑлтарса, тӳрех уҫӑ сывлӑш ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ӑна текех пит-куҫран та алӑран вӑрӑм сарӑ ҫивӗт сулланса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Урай урлӑ каҫсан, вӑл, никама та курмасӑр, ниҫталла та пӑхмасӑр утаканскер, такама пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне ҫиллӗн ҫӗклесе пӑхрӗ те — умӗнче ырхан питлӗ, ырхан кӗлеткеллӗ вӑрӑм Ильдеменев лаша таканӗ пек авӑнса тӑрать, ташлама ӑста марскер, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине путишле сиккелет, пысӑк ал лапписемпе чӗркуҫҫине ҫапа-ҫапа илет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ те стена ҫумӗнчи авӑрлӑ шӑпӑра ярса тытрӗ, аврине туртса кӑларчӗ, ӑна пӗтӗм вӑйӗпе Верук ҫине сулчӗ, анчах шӑпӑр аври пуҫ тӗлӗнчи каштана ҫапӑнчӗ те алӑран тухса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хветура питне аванрах курам тесе, Тимуш пӗшкӗнчӗ те сылтӑм ури хирӗнчӗклӗ пулнипе сулӑнса кайрӗ, пуҫӗпе каштана ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл хапхан кӗҫӗн алӑкне уҫсан урамалла васкакан хӗрарӑма ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Малти урисем ҫине чӗркуҫленнӗ ӗне Караҫӑм ҫине хурлӑхлӑ шурӑ куҫӗпе ӳпкевлӗн пӑхса илсе кӗлеткине ҫӗклеме пикенчӗ, анчах кайри урисем те шуҫса кайнӑран ҫирӗпленсе тӑраймарӗ, тискеррӗн мӗкӗрсе ярса шырлана ҫаврӑнса ҫапӑнчӗ, ун ҫийӗн шыв шарласа юхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Укнӗ май пӗверӗпе тунката ҫине ҫапӑнчӗ

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер учӗ сылтӑмалла сиксе ӳкрӗ, ҫӗмрен ватӑ ҫӑкана панлатса пырса ҫапӑнчӗ те тем тарӑнӑш тӑрӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу пуҫӗ вӑйсӑррӑн ут купарчи ҫине ӳкрӗ, йӗнер тӑхине ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Учӗ чупмассерен хӗр пуҫӗ лаша ӑмрине ҫӗклене-ҫӗклене ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑранипе унталла ҫапӑнчӗ, кунталла, ниҫта кайса кӗрейменнипе лак! ларчӗ шӑтӑк тӗпне.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех