Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаптараҫҫӗ (тĕпĕ: ҫаптар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем те, Аҫтӑрхансӑр пуҫне, пурте ыйха ҫаптараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑл патӗнче, вӑл шухӑшланӑ пекех, пӗр ушкӑн хӗрарӑм пухӑнса тӑнӑ та халапа ҫаптараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуянсемпе староста Шӗшлӗ майлӑ ҫаптараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халӑх пухӑнса ҫитсен, салтаксем Мулттана тытса пыраҫҫӗ, ҫарамаслантарса хурӑн хуллипе питӗ нумайччен ҫаптараҫҫӗ те, Мултта ҫавӑнтах вилет.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрисем халап ҫаптараҫҫӗ, тӑрсан-тӑрсан вӑйлӑ сасӑсемпе ахӑлтатса яраҫҫӗ, теприсем юрласа ҫаврӑнакан пикесене киленсе пӑхса тӑраҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла тума чарнине пӑсса айӑпа кӗнӗ ҫынна халӑх умӗнче пушӑпа виҫӗ хут ҫаптараҫҫӗ те тӗрмене хуптараҫҫӗ, кайран вара ҫав ҫӗршыври халӑх пурӑнман вырӑна пуҫ яраҫҫӗ.

Виновная в нарушении этого запрета трижды подвергается публичной порке кнутом, заключается на год в тюрьму и затем навсегда ссылается в самую безлюдную часть страны.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Халӗ вагонра ҫӳреҫҫӗ… депешсем ҫаптараҫҫӗ… е ав тата, пыр та кур, кантуртан калаҫать — сасси пилӗк ҫухрӑма илтӗнет…

Теперь в вагоне едут… депеши рассылают… а то вон, слышь, так выдумали, что в конторе у себя говорит человек, и за пять верст его слышно…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ан ухмахлан, — атту ҫаптараҫҫӗ!

— Не дури, а то высекут!

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ак мӗнле кунта хурт-кӑпшанка ҫаптараҫҫӗ.

Вот как нынче насекомых секут!

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вара апла пулсан санӑн ҫӗрне те туртса илеҫҫӗ, хуна та, шомпол хуҫӑличчен ҫаптараҫҫӗ вӗт.

Дак тогда же землицу, что у тебя, отберут… и шомполов всыпят.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пушар ҫутисем тавракурӑма кӗрен хӑмӑр тӗс ҫаптараҫҫӗ.

Зарево пожаров окрашивало горизонт в серо-малиновый цвет.

22 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Чӗрӗ резина сӗнетӗн, ку ӗнтӗ большевиксен ҫук, вӗсем каллех хӑйсеннех ҫаптараҫҫӗ: кӗтсе пӑхӑпӑр, тен вырӑссем резина парса пулӑшӗҫ…

Предлагаешь им сырую резину, этого же у большевиков нет, они опять свое, — подождем, может быть русские помогут резиной.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Кавалериссем вӗсене утсемпе хӗсеҫҫӗ, саламатсемпе ҫаптараҫҫӗ.

Кавалеристы теснили их конями и хлестали плетьми.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Лешсем ҫаптараҫҫӗ — хытӑ ҫаптараҫҫӗ.

А те поколотят, и здорово поколотят.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Сахалтарах алчӑраса ҫӳрекен сӑнавҫӑ пулсан, Сеймур урамӗсенчи ҫак вӑхӑтшӑн пулма пултарайман шӑплӑха мӗнле пулсан та асӑрханӑ пулӗччӗ: пур ҫӗрте те ҫакӑнта пурӑнакан ҫынсем иккӗн-виҫҫӗн пуҫтарӑнса тӑраҫҫӗ, ҫуртсен алӑкӗсем уҫах, вӗсен хуҫисем алӑк урлӑ сӑмаха ҫаптараҫҫӗ; ҫынсене темӗскер ҫӗклентерсе янӑ, вӗсем темӗскер ҫинчен пӗринчен-пӗри ыйтаҫҫӗ, ирхи хаҫатсене сасӑпах вулаҫҫӗ мӗн вуласа илнисене сиктерсе хӑвармасӑр каласа параҫҫӗ.

Между тем менее рассеянный наблюдатель, несомненно заметил бы необычайное для такого позднего времени движение на улицах Сеймура: повсюду собирались небольшие группы обывателей, двери домов оставались открытыми, и хозяева переговаривались, стоя на пороге; люди о чем-то тревожно расспрашивали друг друга, читали вслух утренние газеты и подробно комментировали прочитанное.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем халӗ хресченсем майлӑ та, казаксем майлӑ та ҫаптараҫҫӗ.

Сейчас они заигрывают и с крестьянами и с казаками.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каллех Гришаткӑна ҫаптараҫҫӗ.

И снова Гришатку били.

Сакмар хапхи // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Уншӑн вара кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн канмалли ҫур сехет хушшинче сӑмаха киленичченех ҫаптараҫҫӗ.

Зато уж в послеобеденный получасовой отдых наверстывались разговоры.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн пек йӗрке йышӑннӑ: 1913-мӗш ҫулта ҫара илнӗ казак айӑпа кӗрет пулсан, ӑна вунвиҫӗ хутчен чӗн пиҫиххипе ҫаптараҫҫӗ, 1914-мӗш ҫулхине — вунтӑватӑ хутчен.

Было установлено так: провинившемуся казаку призыва 1913 года — тринадцать пряжек, 1914 года — четырнадцать.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен терраса ҫинче чей ӗҫеҫҫӗ, нимӗн усӑсӑр халап ҫаптараҫҫӗ; ӳрӗк-сӳрӗк калаҫу ҫипписем татӑлсан, хӑнасенчен хӑшӗ те пулин хуҫан эрешлесе пӗтернӗ хаклӑ граммофонне ҫухӑртма тытӑнать.

По вечерам пили на террасе чай, тянули никчемные разговоры, и, когда обрывались вялые разговорные нити, кто-либо из гостей заводил дорогой, в инкрустациях, хозяйский граммофон.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех