Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаптарать (тĕпĕ: ҫаптар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫи яла килме йыхӑрса телеграмма ҫаптарать, кунта вара йытӑ кӑна хаяррӑн хамлатса кӗтсе илет, кун пек чухне, чӑн та, аптрамаллипех аптрамалла.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пӑх-халӗ, еплерех ҫаптарать ку!

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халь вара шалтах аптрамалла: пӗри ҫине-ҫинех телефонпа шӑнкӑравлать, тепри телеграмма ҫаптарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫап-ҫамрӑк, мӗнле ҫаптарать» — тарӑхса шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Чӗлхи кӑна ҫаптарать, чылай чухне хӑй ӗмӗрӗ пирки шутласа ҫунса тухать те ҫав вӑл…

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Каллех халлап ҫаптарать, — кӑмӑлсӑрланчӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах паян кун Силемпи ним чӗнмест, Еркинейпе Урха ҫинчен пуплемест: «Пӗлместӗп те, темӗнле те Ҫӗрпӳве Килсе кӗнӗ хамӑн ӗссӗн крепӗҫе», Тесе Еркинее суяпа ҫаптарать, Хӑйӗн хуҫи ҫинчен пӗлнине пытарать.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗри, уйрӑмах хивре чӗлхелли пулас, халап ҫаптарать:

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Сан Шӑнкӑрчу та аван ҫаптарать ӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Эрехпе хӗрсе кайнӑ Плаки татти-сыпписӗр Касмухха пуянлӑхне, унпала хурӑнташланни Сантӑрпа Наҫтикшӗн пысӑк телей пулни ҫинчен ҫаптарать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗрӗк ӗмӗре яхӑн пӗрле пурӑнса та упӑшкине хирӗҫ мӗн те пулин ҫӑвар уҫса калаҫма хӑяйман хӗрарӑм халӗ Сахар пӗр сӑмах каланӑ ҫӗре тӑххӑр ҫаптарать.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халь хирӗҫ ҫаптарать.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куҫассисем-мӗнсем ҫинчен сӑмах тапрансан Ивук яланах май ҫаптарать.

Только изо всех сил подзуживает его Ивук с отъездом.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урам тӑрӑх карчӑкӗ Ҫаптарать хӑй сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хушӑлкасен мӑн кӗрӳ, Хӑй такмакне вӑл калать; Хӑй аллинчи сӑрана Тӑка-тӑка ҫаптарать.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Ха, ку та мӗнле ҫаптарать, — терӗ Сехре хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӗске пушӑ вӑл хытӑ ҫаптарать!

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ытла усал-ҫке сан хуҫу, ӗнтӗ вӑл сана хӗрхенме те пӗлмест пуль, ялан саламатпа ҫеҫ ҫаптарать пуль.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туртать чуна, илӗртет хӑй патне мӑрса хӗрӗ, мӗн чухлӗ кутӑнланать, мӗн чухлӗ пуҫ ҫаптарать, ҫавӑн чухлӗ ытларах та ытларах ӑмсанать ӑна алманчӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑватӑ ҫулти арҫын ачи йӑвантарса янӑ пукан ҫине утланса ларнӑ та ӑна пиҫиххипе ҫаптарать.

Четырёхлетний мальчик сидел верхом на опрокинутой табуретке и хлестал её поясом.

Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех