Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакрӗҫ (тĕпĕ: ҫак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче мана ачасем тимӗр конструкцирен ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хитре чӳрече каррисем ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑваш ҫӗрӗнче майра-патша салтакӗсем урса кайсах иртӗхрӗҫ, пӑлхавлӑ ялсене пӗтерчӗҫ, ачасене, хӗрарӑмсене, ватӑсене тыта-тыта ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвайт ҫине пысӑк хуран ҫакрӗҫ, унта пӗтӗм ялӗпе пухнӑ ҫӑмарта ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ула лашана Ҫитеймерӗҫ нихӑш те, Суха тунӑ лашана Сума сурӗҫ пуххипе: Пурҫӑн вӗҫлӗ алшӑли, Икӗ сурпан ик енчен — Парне ҫакрӗҫ пӳ тулли Ула лаша ҫилхинчен.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Апат ҫинӗ хыҫҫӑн Кирукпа Санюк хӑйсен тум-юмне пухса сеткӑна чикрӗҫ те пӳрт умӗнчи пӑтапа тухса ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ачасем часах таврӑнса кӑвайт чӗртсе ячӗҫ, чей вӗретме чейниксем ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Татах тепӗр уйӑхран ӑна, ашшӗне, райвоенкомата чӗнтерчӗҫ — вутлӑ-юнлӑ вӑрҫӑра хӑюллӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн унччен панӑ вунӑ орденпа медаль ҫумне вунпӗрмӗшне — «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденне — кӑкӑрӗ ҫине ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрсем алӑк умӗнчех тӑчӗҫ-ха, Ревлен ашшӗ вӗсене хистесех малалла иртме хушсан, вӗсем тумтирӗсене хывса ҫакрӗҫ те Ревлен патне пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Нинӑпа Галя тӗрлӗрен теттесене чӑрӑш ҫине майлаштарса ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тепӗр самантран Ивановпа Пазухин, хӑпӑл-хапӑл тумланса, картишне чупса тухрӗҫ, Григорьевсем валли пар лаша кӳлчӗҫ, пӗкӗрен шӑнкӑрав ҫакрӗҫ, хӑйсем валли тата тепӗр лаша кӳлсе тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Такам ялава хӑпарса илсен, пӑлхавҫӑсем каллех тепре чӳречерен хӗрлӗ ялав кӑларса ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫав кун ачасем патша портретне персе антарчӗҫ, Дерюгин вырӑспа Михайлов чӑваш шкул ҫурчӗ ҫине хӗрлӗ ялав кӑларса ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Патрон хутаҫҫисене те ҫул ҫине илнӗ апат-ҫимӗҫпе пӗрле кутамккисенех чикрӗҫ, унтан ҫурӑм хыҫне ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергейпе Иван пуртенкке ҫинчен ҫӑпата сырчӗҫ, кивӗ ҫи-пуҫ тӑхӑнчӗҫ, кутамккасем ҫакрӗҫ, Хуҫа ывӑлӗ, запас кӗсьене пӑсмасть тесе, ҫиччӗпе авӑрланӑ наган илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра урхамах ҫилхинчен пурҫӑн тутӑр ҫыхрӗҫ, мӑйӗ ҫине тӗрленӗ алшӑлли ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, нуратдин мар-и вӑл, Усеин-Сеитпа иккӗшӗ вӗсем ханӑн чи ҫывӑх ҫыннисем мар-и. Хан хушнипе пысӑк кимӗ пуҫне элем — тем вӑрӑмӑш ут хӳри ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла тӗлне кун пек хаҫата колхоз правленийӗ умне те кӑларса ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хамӑр ялта ҫуралса ӳснӗ, ялшӑн нумай тӑрӑшакан Владимир Васильевич Александрова, Николай Афанасьевич Афанасьева, Екатерина Ивановна Лукинана Хуруй ялӗн хисеплӗ ҫынни пулни ҫинчен пӗлтерсе хулпуҫҫи урлӑ хӑю ҫакрӗҫ, ҫавӑн пекех удостоверени парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Сӑнне хай службӑра тӑнӑ ҫар чаҫӗнчи «Хисеп хӑми» ҫине ҫакрӗҫ

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех