Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрма (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна пула Якур, малтанхи кунсенче хӑйне ҫав тери телейлӗ туйса, Кӗтерук куҫҫульне те юплемерӗ, тӗрлӗ майсемпе кӑмӑлне ҫавӑрма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чупса пӳлӗннӗ сывлӑшне ҫавӑрма ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех йӑлӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑшкӑла тӳсме йывӑр пулин те, вӑл, этемлӗх мӑнаҫлӑхне пусарсах, Лукарье чӗрине ҫавӑрма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑн хырӑмлӑ хуҫапа ырхан хӗрарӑм еннелле пуҫ тайса: — Хӑйне шаннӑшӑн хура маска сире чӗререн тав тӑвать. Ан иккӗленӗр, ку Оглы сывлӑшне ҫавӑрма ӗлкӗриччен ҫӑпатине ҫӳлелле тӑратса выртӗ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сывлӑшне ҫавӑрма ӗлкӗриччен икӗ урине ҫӳлелле тӑратса выртӗ!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Велосипед ҫине ларса педаль ҫавӑрма та эпӗ кунтах вӗрентӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вӑл ял-ял тӑрӑх ҫӳреме тытӑнать, ҫивчӗ пурттипе ҫынсене ҫурт-йӗр ҫавӑрма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Эпӗ хаҫат сигар ҫавӑрма ҫеҫ туянмастӑп…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Малтан сире экскурсие е ҫӳлте ӗҫлекен харсӑр ҫамрӑксен чӗрине ҫавӑрма килнӗ пуль тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эсӗ халӗ те пӑрахмастӑн-и-ха манӑн хӗр пуҫне ҫавӑрма?

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Анюта упӑшкине ҫавӑрма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Итле, Ҫтаппан, малтан аҫисем пирӗн вӑрмана килсе вырӑн пӑхаҫҫӗ, йӑва ҫавӑрма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хура ҫӳҫлӗскер, хӑйне евӗр питӗ илемлӗскер, Нюҫҫа темле каччӑна та ҫавӑрма пултаратчӗ, анчах Ванюша, калаҫса татӑлман килӗшӳ тунӑ пек, айккине хӑварса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темскер вӑйлӑскер те ырӑскер ӑна вырӑн ҫинчен ҫӗклерӗ, ҫурт тӑрӑх ҫавӑрма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсекеле те ҫакӑнтах тем туса хурӗччӗ — пултараймасть, хӗрӗн асамлӑхӗ халь Шывхуҫиннинчен те хӑватлӑрах, хӑй Шывхуҫине темӗне ҫавӑрма, асаплантарма пултарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пӗрле эпир пурӑнма, ҫемье ҫавӑрма, ӗҫлеме лайӑх условисем туса паратпӑр».

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Кураксем те вӗт йӑва ҫавӑрма пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шыв ҫав тери пысӑк вӑйпа тимӗр трубасем ӑшне кайнӑ та, турбина ураписен лапаткисем ҫумне пырса ҫапӑнса, вӗсене ҫавӑрма тапратнӑ.

Ворвалась вода со страшной силой в железные трубы, ударила в лопасти турбипных колес и завертела их.

Днепр ҫинчи электричество станцийӗ (Днепрогэс) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Йӑвасем ҫавӑрма кунта гагӑсем, кайрӑсем,чайкӑсем вӗҫсе килеҫҫӗ.

Сюда прилетают вить гнезда гаги, гагары, чайки.

Поляр утравӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Ҫак пӗтӗм калаҫӑва мӗн тума пуҫламаллаччӗ-ха, мӗншӗн-ха ҫак ирсӗре тӗмсем хыҫне пытанса сывлӑш ҫавӑрма, вӑйӗсене пухма памаллаччӗ?

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех