Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл арӑмӗн сӑмахӗсенчен ҫав тери тӗлӗнсе кайрӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна ҫилленме те пултараймарӗ, хӗнесшӗн те пулмарӗ.
I сыпӑк // .
Ҫавӑнпа вӑл, пумилкке чухне Артамоновсен картишне пырса кӗрсе, лартса тухнӑ сӗтелсем хушшинче ҫӳреме, нимӗне пӗлтермен ухмахла сӑмахсем каласа: — Куятыр, куятыр, — шуйттан чиркӳ тӑррине хӑпарать ай, яй, ҫумӑр пулать, йӗпе пулать, каямас хура куҫҫулӗпе макӑрать! — тесе кӑшкӑрашма пуҫласан, хӑш-пӗр тавҫӑруллӑ ҫынсем пӗр-пӗринпе: — Ну, Артамоновсен телей пулмасть апла! — тесе пӑшӑлтатса илчӗҫ.
I сыпӑк // .
Житейкин пушӑ куҫлӑ, ҫап-ҫаврака ҫын пулнӑ, вӑл чӗрӗ чустаран тунӑ пек туйӑннӑ, ҫавӑнпа та ӑна ҫынсем «Ӑшаласа ҫитерейменскер» тенӗ.
I сыпӑк // .
Наталья хӑй ҫывӑхӗнче пулнӑ чухне вӑл яланах темӗнле тӗлӗнмелле сӑмах персе яма е хӑрушӑ ӗҫ туса хума пултарнине туйнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ҫак хурлӑхлӑ вӑхӑтра та хӑй сисмесӗрех мӗн те пулин каласа ярасран хӑрарӗ.
I сыпӑк // .
Ӑна пурте юратнӑ, Никита ӑна пӗрмаях пӑхнӑ, йӑваланса чӑмӑрккаланнӑ ҫӑра ҫӑмне тураса якатнӑ, ҫырмана шыва кӗртме илсе кайнӑ, ҫавӑнпа упа ӑна ҫав тери юратса пӑрахнӑ.
I сыпӑк // .
Унӑн ҫавӑн пек сӑмахсем ҫук, вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене ниепле те пӗлтерме пултараймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, сапаланчӑк та кӗрхи тӗтре пек пӑтранчӑк шухӑшсем, ӑна чӑрмантараҫҫӗ ҫеҫ, вӗсем ӑна нимӗн ӑнланми, нимӗн туйми тӑваҫҫӗ.
I сыпӑк // .
Ӗлӗкрех тӳрӗ кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ пулнӑ амӑшӗ халӗ ҫынсемпе чееленсе калаҫни, суйни Натальйӑна кӳрентернӗ; вӑл, амӑшӗ, Петртан хӑрать пулмалла, ҫавӑнпа Петр ҫакна ан асӑрхатӑр тесе, унпа йӑпӑлтатса калаҫать.
I сыпӑк // .
— Нумай пӗлетӗн эсӗ, — терӗ вӑл пӗррехинче Вялова, лешӗ ӑна васкамасӑр: — Ҫавӑнпа пурӑнатӑп та. Эп пӗлни вӑл — хӑрушӑ мар, эпӗ хамшӑн пӗлетӗп. Эп пӗлни вӑл, хыткукар арчине пытарнӑ пекех, ӑна никам та курмасть, уншӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар, — терӗ.
I сыпӑк // .
Унӑн сӑмахӗсенче Никита яланах темӗн ҫинчен асӑрхаттарнине илтнӗ, ҫавӑн пирки вӑл ун ҫине тарӑхнӑ та, унран хӑранӑ та, — ҫавӑнпа пӗрлех вӑл ун ҫинчен тата та ытларах пӗлесшӗн пулнӑ.
I сыпӑк // .
Ӑшӑ лайӑхрах тытӑнса тӑтӑр тесе, унӑн чӳречисене юриех пӗчӗккӗ тунӑ, ҫавна пула ку барак лаша вити евӗрлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та рабочисем ӑна «Ӑйӑрсен дворецӗ» тесе ят панӑ.
I сыпӑк // .
Халӗ вӑл начарланнӑ, ҫавӑнпа хӑй ҫулӗсенчен чылай аслӑрах пек курӑнать.
I сыпӑк // .
Ҫитменнине тата кирек ӑҫта кайсан та вӑл яланах аллине пуртӑ е тимӗр кӗреҫе тытнӑ Никитӑна тӗл пулать; курпун темскер каскалать, савалать, шӑтӑксем алтать, каюра пек, таҫталла шӑппӑн чупать; вӑл ялан пӗр ункӑ тӑрӑх чупнӑ пек, ҫавӑнпа пур ҫӗрте те тӗл пулнӑ пек туйӑнать.
I сыпӑк // .
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Алексей ҫине тата ытларах асӑрхаса пӑха пуҫларӗ, унпа ачашрах пулчӗ, ҫавӑнпа пӗрлех ачисене ӗҫе хӗрӳллӗн юратма хавхалантарас тата вӗсене мӗнле ӗҫлемеллине кӑтартса парас шутпа, пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлерӗ.
I сыпӑк // .
Ульяна Баймакова ҫынна йӑпатма та, лӑплантарма та пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл: — Эпӗ, вӑт, пӗр япаларан кӑна — санран ҫие юласран, вилӗмрен хӑранӑ пекех, хӑратӑп… — тесен, Илья Артамонов кӑмӑлсӑр ӳсӗрсе илчӗ.
I сыпӑк // .
— Сӑлтавӗ пур, ҫавӑнпа мухтанатӑп.
I сыпӑк // .
Ҫавӑнпа та ҫак хӗрарӑм ҫумӗнче ачашланса выртнӑ чухне Илья хӑйне вӑйлӑрах та ӑслӑрах ҫын пулнӑ пек туйнӑ.
I сыпӑк // .
— Паллах ӗнтӗ, Христос та ҫӑкӑр ҫинӗ, ҫавӑнпа та Марфа…
I сыпӑк // .
— Сана ӑслӑ ҫын тетчӗҫ те, эпӗ ҫавӑнпа шарламарӑм.
I сыпӑк // .
Юмӑҫ карчӑкӗ Артамонова ытла хытӑ, ытла нумай мухтарӗ, ҫавӑнпа Артамонов ӑна, укҫа парса, хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ пек туйӑнчӗ.
I сыпӑк // .
Артамоновсем никампа та паллашма тӑрӑшмарӗҫ, вӗсен хуҫалӑхне пӗр самӑр карчӑк тирпейлесе тӑрать, — вӑл ялан хура тум тӑхӑнса сӳрет, пуҫне те хура тутӑр ҫыхать, тутӑр вӗҫӗсем мӑйрака пек тӑсӑлса тӑраҫҫӗ, калаҫасса темле хупӑрах сасӑпа, сахал тата ӑнланмаллах мар калаҫать, ҫавӑнпа та вӑл вырӑс мар пек туйӑнать.
I сыпӑк // .