Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫава сăмах пирĕн базăра пур.
ҫава (тĕпĕ: ҫава) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Янӑраса каять вара ешӗл улӑх тӑрӑх йӑн-ян! йӑн-ян! ҫава сасси.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫивчӗ ҫава аран касса тухать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тимӗрҫӗ лаҫҫине Уртемей мучи ахаль килмен, ӗҫпе — ҫава туптаттарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майрин чӗлхи — тин ҫеҫ лупаткаланӑ ҫава пек, кастарма тытӑнать-тӗк — хуть те ҫӗр тӗнпе анса кай!

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Тӑрасчӗ те — чупасчӗ халь улӑха ҫава йӑтса!

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Кур-халӗ, чип-чипер ҫава туса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахвин пысӑк ҫава

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӗҫлекенсем канма ларсанах, вӑл кӗсйинчен блокнот туртса кӑларатчӗ те самантрах е тутӑр ҫыхакан хӗрарӑм пуҫне, е пӗшкӗннине, е ҫава ҫупнине ӳкерсе илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Таҫта пӗччен ҫава вӑшкӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑрҫӑ Суратовсене ҫава пек ҫулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пӗр кунхине Тимуш, клевер ҫулнӑ ҫӗре тухса, ҫава туптаса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫава чул муклашкине пырса тӑрӑннӑ пек унӑн тупӑш мелӗ пӗр принциплӑ ҫынна пула пӑчланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Кирек хӑҫан та унӑн аллинче е пуртӑ, е ҫава, е састӑп вылятчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хирсене ҫум курӑкран тасатнипе пӗрлех аслӑ классенче вӗренекенсем ҫава тытса ҫаран утти ҫулма тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Анчах самантлӑха ҫеҫ, ҫава каллех каялла васкать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман ҫава ҫук — мӗн тӑвас?

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Атей ҫава йӑтса хӑй улӑхне хӳтӗлеме тухиччен ӗҫе килӗшӳпе вӗҫлеме, ырӑ сӑмахпах аслашшӗ, ашшӗсенчен юлнӑ ҫӗре хӳтӗлесе хӑварма май пулмӗ-и, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара аптӑранӑ Атей хӑй улӑхне, ҫава йӑтса тухса, хӳтӗлеме тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малалла тирӗнсе, ҫава ҫине пӑхса Тара халӑх ӗҫлет калӑпӑшпе тӑрса.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫава сасси янрать, ӗҫ юррине юрлать.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех