Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫурчӗн (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Диспетчер ҫурчӗн алӑкӗсемпе чӳречисен умӗнчи карлӑклӑ ҫӳлӗк хӗррине стройтрестпа завод пуҫлӑхӗсем, СУ начальникӗсем, комсомол путевкипе килсе ҫитнӗ отряд командирӗпе комиссарӗ, чи паллӑ строительсем — спецовка тӑхӑннӑ, сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ бригадирсем, монтажниксем, бетонщиксем, штукатурсем — хӑпарса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канашри муниципаллӑ округӑн шалти ӗҫсен пайӗн ҫурчӗн стени ҫинче асӑну хӑми уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b0%d1% ... 80%d0%bda/

Ялти арҫын ачасемпе хӗрачасем ача ҫурчӗн воспитанникӗсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсене валли парнелӗх теттесем ҫӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0%b ... %82%d1%80/

Вӑл председатель пичетне аллине илнӗ кӑна — правлени ҫурчӗн алӑкӗ ҫине ҫакӑн пек хут ҫакнӑ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак пултаруллӑ хӗрарӑм пуҫарӑвӗпех 1985 ҫулта Нева ҫинчи хуларан куҫарса килнӗ ача ҫурчӗн воспитанникӗсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Музейра ача ҫурчӗн хӑшпӗр воспитанникӗн вӗренӳ докуменчӗсем упранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

1943 ҫулхи август уйӑхӗнче пӗр Ача ҫурчӗн виҫӗ воспитателӗпе 100 воспитанникӗ Шупашкар районӗнчи Ишек ялне килсе вырнаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Вӑл шутра - тӑватӑ Ача ҫурчӗн пепкисем.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Авторӗ — Дмитрий Моисеев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Чӑваш Енӗн паха опытне ытти тӑрӑхра та усӑ курмалла терӗ Раҫҫейри халӑхсен ҫурчӗн директорӗ Анна Полежаева.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсене — уйрӑм лапам // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61041

Фестивале тата спорт уявне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫейри халӑхсен ҫурчӗн директорне Анна Полежаевӑна чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсене — уйрӑм лапам // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61041

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Раҫҫейри халӑхсен ҫурчӗн» директорӗпе Анна Полежаевӑпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсене — уйрӑм лапам // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61041

Атӑлҫи тата Урал федераци округӗсенчен килнӗ 14 творчество ушкӑнне ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн Патшалӑх ҫурчӗн директорӗ Тамара Пуртова саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/

Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Илларионов сӑвӑ вуласа пачӗ, ӑна вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, икӗ уйӑх хушши ҫырса асапланнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫакна вӑл каллех хӑй сисмесӗрех турӗ, темӗнле ӑнланмалла мар туртӑм ҫапла хушрӗ ӑна; больница ҫурчӗн алӑкӗнчен тухсан, вӗсем чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Пӗрремӗш кун вӗсем Улатӑр хулинчи Культура ҫурчӗн сцени ҫине тухнӑ.

В первый день они вышли на сцену Дома культуры в городе Алатыре.

«Ҫеспӗл» ансамбль гастроле тухса кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34862.html

1951 ҫулта Советскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан ҫулталӑк хушши тӑван ялӗнчи вулав ҫурчӗн заведующийӗ пулса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Пӗлтӗр «Акатуй» уявне Мускаври Наци ҫурчӗн территорийӗнче йӗркелесе ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Воевотӑ ҫурчӗн килкарти тулашне Урха кӳмми ҫитсе чарӑннӑ вӑхӑтра Виҫӗ ҫармӑс лӑпӑпа Кӗрсе карӗҫ хапхапа.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Воевотӑ ҫурчӗн аялти хутӗнче Купсасем ун патне парнесем кӳреҫҫӗ: Пир-ар та, пустав та, илемлӗ парчче, Кӗмӗлтен шӑратнӑ тирек, ҫӑпала, Сулӑсем, алкасем, мерчен куҫлӑ ҫӗрӗсем, Татах та нумай ытти япала: Тутлӑ апат-ҫимӗҫ, хаклӑ эрехсем…

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех